26 августа 2015 г.
Малалли. Пуçл. 56, 58 №№.
Килĕшỹре пурăнатпăр
- Йышлă хăнасем пирĕн тăрăх илемĕсĕр пуçне унăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне те палăртаççĕ. Мĕнле шухăшлатăр, вĕсен республика пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ мĕнлерех?
- Чăваш Енĕн ырă тепĕр пахалăх та пур. Ун çинчен республика хăнисем ытараймасăр калаççĕ, ăна ĕçтешĕмсем - кỹршĕ регионсен ертỹçисем, федераци Правительствинче палăртаççĕ. Вăл - тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнма пĕлни. Чăваш Енре тĕнсен хушшинчи хирĕçỹсем, нацисен хирĕçтăрăвĕ нихăçан та пулман. Республикăра пурăнакан халăхсем хушшинче çирĕп ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплесси, тĕнсен çураçăвĕ çирĕпленнĕ.
Культурăсен тĕрлĕлĕхĕ, вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатни нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме, тăнăçлăха упрама пулăшаççĕ. Çавăнпа та туслăхсăр пурăнма юрамасть. Эпир ĕмĕр-ĕмĕр юнашар пурăнатпăр, пирĕн шăпасем пĕтĕçнĕ те - уйăрас пулсан чĕрĕлле касма тивĕччĕ. Эпĕ иккĕленместĕп: хамăрăн çуртри килĕшĕве упрасси - принцип тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Гражданла мир пулмарĕ-тĕк - ытти хăй тĕллĕнех арканĕ, нимĕнле миллиардсем те çăлаймĕç.
Пирĕн республикăра 128 национальность тата 8 этнос ушкăнĕн представителĕсем пурăнаççĕ. Тĕн тата наци диаспорисен представителĕсене тав тăватăп, вĕсем тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисем пĕр-пĕрне хисеплесе, пĕртанлăх хутшăнăвĕсене çирĕплетсе пурăнассине тытса пырас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çыннисем туслă тата килĕштерсе пурăнаççĕ, çапла тума чи малтан чăвашсемшĕн кăтартуллă çураçулăх пулăшать. Тата, паллах, ку енĕпе влаçсем çине тăни те тăнăçлăха çирĕплетет.
Кỹршĕ регионсенчи чăваш акатуйĕсем тата тутарсен пирĕн патри сабантуйĕсем - кỹршĕсен ырă хутшăнăвĕсене çирĕплетме тивĕç ĕçĕн пĕр пайĕ кăна. Кунсăр пуçне, çакă - культура аталанăвне хывакан пысăк тỹпе те.
Республика паян тивĕçлипех Раççейри культура центрĕ-сенчен пĕри шутланать. Çакна уççăн кăтартаканни - çуллен пĕтĕм Раççей тата тĕнче шайĕнче йĕркелекен фестивальсем, вĕсем Чăваш Енĕн Раççей тата тĕнче культура анлăшĕнчи ят-сумĕн пĕр пайĕ пулса тăчĕç. Пĕтĕм тĕнчери проектсен шутĕн-че - Шупашкарти кинофорум, опера тата балет фестивалĕ-сем. Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ темиçе çул ĕнтĕ Республика кунне уявлассин визит карточки пулса тăрать. Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕ-сем" фестивалĕ вара тахçанах Раççейри халăхсен наци тĕр-лĕлĕхĕпе пĕрлĕхĕн символĕ шутланать. Эпĕ хам та çак тата ытти мероприятие тулли кăмăлпа хутшăнатăп, мана хăнасене чĕнме намăс мар. Паллах, çак ырă йăласем упранса юлччăр тата аталанччăр тесе пĕтĕмпех тăвăпăр. Пирĕн пĕрлехи тĕллев - хамăрăн халăхшăн кăтартуллă ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăварасси, вĕсене килес ăрусене - хамăрăн ачасемпе мăнуксене - парасси.
Сывă пурнăç йĕркишĕн!
- Çак кунсенче Чăваш Ен хăйĕн физкультурăпа спорта аталантарас ĕçри пысăк рейтингне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çак çул-йĕр республикăн тата тепĕр визит карточки пултăр тесе ятарласа ĕçлетĕр-и?
- Паянхи экономика лару-тăрăвĕ татса пама хистекен ыйтусемпе пĕрлех пирĕн çыннăн ырă пурнăçĕ чи малтанах унăн тупăшĕн виçинчен мар, вăл хăйне туса панă майсемпе мĕнлерех тухăçлă усă курма пултарнинчен килнине манмалла мар. Ку енĕпе, манăн шухăшпа, физкультурăпа спорт аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес енĕпе те, спортри пысăк çитĕнỹсем патне ăнтăлас тĕлĕшпе те. Пирĕн ачасем сывă та вăйлă пулса çитĕнччĕр, пирĕн вара вĕсене хамăрăн тĕслĕхпе пулăшмалла - ку манăн принциплă позици.
Эпĕ ачаранпах ĕçленĕ. Çуллахи каникулсенче уй-хирте тăрăшнă. Ĕçрен пушă вăхăтра вара шыва кĕнĕ, футболла вылянă - спортпа туслă пулнă. Çакă пулăшатчĕ, ачасем шкулта хисеплетчĕç. Конькипе ярăннă, хоккейла вылянă. Никам та хистемен, пире никам та пусахламан - хамăр пуçаруллă пулнă, пĕвери пăра юртан хамăрах тасатнă. Хальхи пек коньки пирки ĕмĕтленмен те. Ăна атă е çăматă çумне пăявпа çыхмаллаччĕ, клюшка вырăнне вара - авăк патак...
Хăй вăхăтĕнче, 90-мĕш çулсен вĕçĕнче, мана Шупашкар районне аталантарас тĕллевпе хастар çынсене пĕтĕçтерме шăпах спорт пулăшрĕ. Халĕ çакăн çинчен çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин та калать, Раççей халăхне спорт тавра чăмăртас тĕлĕшпе сулмаклă утăмсем тăвать. Сочири Олимпиада, 2018 çулта ирттерме палăртнă тĕнчери футбол чемпионачĕ - ку ахаль киленỹ мар вĕт, çакă - çĕршывшăн, унта пурăнакансемшĕн.
- Халь вара пĕвери пăр çинче конькипе ярăнасси йăлара мар. Инфратытăм тĕлĕшпе çĕнĕ требованисем 10 çул каяллахинчен те улшăннă. Чăваш Ен паян çак требованисене тивĕçтерет-и?
- Юлашки çулсенче Чăваш Енĕн спорт инфратытăмне аталантарма 5 млрд ытла тенкĕ хывнă. 50 ытла спорт объекчĕ тунă е реконструкциленĕ. Юлашки тĕслĕхсенчен пĕри - "Шупашкар-Арена" Пăр кермен, вăл конькипе ярăнма юратакансене йышăнчĕ те ĕнтĕ.
Эпĕ пуçарнипе иртнĕ çултанпа республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ - кашниех спорт объекчĕ-сенче тỹлевсĕр пулма пултарать. Тĕрĕссипе, çак кунсем пин-пин çыншăн çемье уявĕсем пулса тăчĕç.
Унсăр пуçне, эпĕ çине тăнипе республикăри хуласемпе районсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсене муниципалитетсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен балансне патăмăр. Çакă управлени тăкакĕсене чакарма, тренерсен шалăвне пысăклатма, чи кирли - çамрăк спортсменсем валли лайăхрах условисем йĕркелеме май пачĕ. Спорт инфратытăмĕн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăкки пирки иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен вăл ытларах та ытларах çынна спортпа явăçтарма пулăшать.
Спорт инвестицисем тĕлĕшпе те пысăк пулăшу парать. Эсир Чăваш Ен физкультурăпа спорт енĕпе "Раççей регионĕ-сем" номинацире наци премине илнине пĕлетĕр. Пирĕн республика çĕршывăн чи лайăх спорт регионĕн ятне тивĕçрĕ. Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко та Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне хурать, республикăра юлашки çулсенче нумай спорт объектне хута янă, вĕсемпе тухăçлă усă куратпăр.
- Эсир инвестицисен спортри пĕлтерĕшĕ пирки каларăр. Ăна мĕнлерех куратăр?
- Хăй вăхăтĕнче, виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленсен, пĕчĕк Чăваш Ен çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Апла-тăк республика çинчен ытларах çын - Раççейре те, чикĕ леш енче те - пĕлтĕр тесе мĕншĕн спортпа усă курас мар? Шăпах çавăнпа хамăр çине спорт форумĕсене, федераци, Европа тата тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусене ирттерессипе çыхăннă хушма яваплăх илетпĕр.
Пысăк тăхтав хыççăн Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне ирттерме те шăпах Чăваш Ене суйласа илчĕç, унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăнчĕ.
Июньте Шупашкарта пирĕн çĕршывра пуçласа Европăри çăмăл атлетсен команда чемпионачĕ иртрĕ, ăна историри чи лайăххи тесе хакларĕç. Пирĕн регионсем унччен те хутшăннă, анчах конкурсра çĕнтереймен. Шупашкар хули çĕнтерчĕ. Шухăшласа пăхăр-ха: 12 çĕршыв хăйсен командисене тăратнă, кашнинче аллăшар çын - профессионал спортсменсем тата вĕсене пулăшакан персонал. Вĕсем пирĕн хăна çурчĕсене вырнаçрĕç, пирĕн ресторансенче апатланчĕç. Чăваш Ен хăнисем хăйсен тавра йĕркеленĕ ырă кăмăллă атмосферăна, пирĕн çынсен ăшă кăмăлне пысăка хурса хакларĕç. Вĕсем Шупашкар урамĕсенчи тасалăхпа йĕркелĕхрен, мероприятие çỹллĕ шайра йĕркеленинчен тĕлĕннĕ. Çаплах калаççĕ: кунта кăна, сирĕн республикăра, чăн-чăн Раççее куртăмăр. Çав кунсенче Чăваш Ен çинчен тĕнчери тĕп массăллă информаци хатĕрĕсем çырчĕç. Евросоюз çĕршывĕсен телеэфирĕнчи пĕтĕмĕшле трансляци 123 сехете тăсăлнă.
Кĕçех, 2016 тата 2018 çулсенче, Чăваш Ен тĕп хули хăвăрт утакансен Тĕнче кубокне йышăнĕ. Çăмăл атлетсен сумлă çак тупăшăвне умлăн-хыçлăнах пĕр çĕршывра, пĕр хулара ирттерме пуçласа йышăннă! Çакă та - пирĕн çитĕнỹ! Республикăра пурăнакансен çĕнтерĕвĕ. Эпир вара пурте пĕрле пулса Раççей командине ăнăçлă тупăшма сунăпăр, унăн йышĕнче, шансах тăратăп, çĕршыв чысне пирĕн ентешсем те - Чăваш Енре çуралса çитĕннĕ спортсменсем - хỹтĕлĕç.
Пĕрле эпир вăйлă!
- Пĕтĕмлетнĕ май калаçăвăн тĕп ыйтăвне хуравлама хăтланса пăхар-ха: Чăваш Ене çĕршыв картти çинче паян мĕнлерех куратăр?
- 2010 çул илсе килнĕ йывăрлăхсем Чăваш Енĕн çĕнĕ ертỹлĕхĕшĕн чăн-чăн экзамен, унăн çирĕплĕхĕн тĕрĕслевĕ пулчĕç тенипе килĕшетĕп. Паян çакăн пирки те иккĕленместĕп: пилĕк çул каялла республика аталанăвĕн çулне палăртнă чух эпир тĕрĕс суйлав тунă. Эсир пĕлетĕр, паян ĕçлекен власть - чăн ĕçсен влаçĕ. Курнăçланма тăрăшмастпăр, хамăрăн ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлатпăр. Хамăр çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлатпăр, Чăваш Ен çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртетпĕр. Федераци Правительстви пирĕн общество финансĕсене ăнăçлă тытса пынипе, Чăваш Енре массăллă спорта тата физкультурăна аталантарассипе çыхăннă ĕçе, пирĕн сывлăх сыхлавĕнчи, строительствăри, ялхуçалăхри тата социаллă политикăри ăнăçусене çапла пысăка хурса хаклать пулсан, эппин, ĕç ăнать. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх республика ĕç тăвакан власть органĕ-сен ĕçĕн тухăçлăхĕн рейтингĕнче 14-мĕш вырăн йышăннă.
Чăваш Ен паян çĕршыв картти çинчи сăнсăр регион мар, вăл - федерацин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли тухăçлă вариантсем сĕнекен субъекчĕ.
Манăн шухăшпа - хăй вăхăтĕнче эпир питех те тĕрĕс тата шанчăклă никĕсе тĕрев вырăнне суйласа илнĕ. Вăл - пирĕн ĕçчен халăх. Республикăна çине тăрса ĕçлесе, пархатарлă ĕçпе кăна аталантарма пулать. Эпир тĕрлĕ ыйтăва тата сĕнỹсене экспертсемпе, общество организацийĕсемпе тата ахаль граждансемпе сỹтсе явмашкăн яланах хатĕр, диалог валли уçă. Сирĕнпе пĕрле юратнă тăван Чăваш Ен тата унта пурăнакан кашни çын ырлăхĕшĕн ĕçлетпĕр. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй! Пĕрле пулсан пысăк ĕçсем тума пултарăпăр!
А.КУЗИН калаçнă.