26 августа 2015 г.
Республикăра икĕ çул хушшинче 100 ФАП уçăлмалли программа ăнăçлă пурнăçланни куç умĕнчех. Ку енĕпе пирĕн районта та пысăк ĕçсем пычĕç, пурĕ ултă фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. 2013 çулта Туканаш ялĕнче пĕрремĕш фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Пĕлтĕр Çĕн Атикассинче, Анат Çĕрпỹкассинче, II Хурашашра ФАП-сем хута кайрĕç. Кăçал вара нумаях пулмасть, августăн 17-мĕшĕнче, Çĕн Ирчемес ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ĕнер вара, августăн 25-мĕшĕнче - Тихăнушкăнь ялĕнче.
Тихăнушкăнь ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçма ялти халăхпа пĕрле район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистрацин пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР Шутлавпа тĕрĕслев палатин председателĕ Татьяна Минина, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов хутшăнчĕç.