АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупципе кĕрешес ĕç çăмăл мар

28 августа 2015 г.

Пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн следователĕсем коррупци характерлă 237 уголовлă ĕç (иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 167 преступлени) уçнă. Вĕçленĕ уголовлă ĕçсемпе 45 çынна айăпланă. Судсене 41 уголовлă ĕç (пĕлтĕр - 37) янă.

Коррупци енлĕ çак преступленисемпе уголовлă ĕçсем ытларах уçнă: укçа парса çавăрни - 40 ĕç; взятка илни - 28; должноçри полномочисемпе усă курса киревсĕр ĕç туни - 28; ĕç вырăнĕпе усă курса ярса илни е растрата туни - 24; должноçпа усă курса ултавла ĕçсем (вăл шутра тỹлевсем илнĕ чухне) туни - 17; взятка пани - 15; должноçри полномочисене ытлашши хăпартни - 15 ĕç.

Коррупци енлĕ преступленисене çак сферăсенче тупса палăртнă: право сыхлавĕнче (29 преступлени), вĕренỹ тата наукăра (30), агропромышленность комплексĕнче тата ялхуçалăхĕнче (11), финанс ĕçĕнче (50), строительствăра (19) тата ытти те.

Суд тенкелĕ çине муниципалитетсен 6 сотрудникĕ, влаçăн ултă представителĕ ларнă. Вĕсенчен: ШĔМ органĕсенчен - 2, айăплав ĕçĕн службинчен - 2, суд приставĕ-сен службинчен - 1, Чрезвычайлă лару-тăру министерствинчен - 1.

О.ДМИТРИЕВ, ЧР Следстви управленийĕн ертỹçин аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика