28 августа 2015 г.
Кăçалхи майăн 5-мĕшĕнче Трапай ялĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр, унти пурлăх çунса кайнă. Пушар тухнине кỹршĕсем асăрхаса пушарнăйсене чĕннĕ. Çемье вут-çулăмран аран-аран çăлăннă.
Çак кил-çуртра арăмĕпе упăшки, хĕрĕпе ывăлĕ тата кил хуçи хĕрарăмĕ опекăна илнĕ тăван мар арçынача пурăннă. 1997 çулта çуралнă арçыначан ашшĕ-амăшне ача пăхмалли ирĕкрен хăтарнă. Çул çитмен çамрăк тăван мар аппăшĕ патĕнче пурăннă, хăш чух ашшĕ-амăшĕ патне кайкаласа килнĕ. Çак çамрăк психика аталанăвĕпе инвалид шутланнă, врач-психиатр патĕнче учетра тăнă, Çĕмĕрлери шкул-интернатра вĕреннĕ.
Инкек пулнă каçхине пурте çывăрма выртнă пулнă. Ку çемьере хỹтлĕх тупнă çул çитмен çамрăк туалета тухнă пек туса верандăри чỹрече каррине спичка шăрпăкĕпе тивретнĕ те юлташĕпе Çĕмĕрле еннелле уттарнă.
Тĕпчев пушар тăваканĕ çул çитмен çамрăк пулнине кăтартса пачĕ. Мĕншĕн çавăн пек усал ĕç тунине вăл хăйне ашшĕ-амăшĕ патне яманнипе, компьютер умне лартманнипе тата тăван мар аппăшне курайманнипе турăм тесе ăнлантарчĕ.
Çапла çул çитмен çамрăк ют пурлăха юри тĕп туса, вут тивретсе пысăк тăкак кỹрсе РФ Уголовлă Кодексăн 167-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе пăхса хунă преступлени тунă.
Э.КОНДРАТЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.