02 сентября 2015 г.
Ĕç графикĕнче улшăнусем пулнă май, прессăпа спорт фестивальне паян, сентябрĕн 2-мĕшĕнче, ирттерме шутларăмăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, спортпа туслисем эстафетăна активлă хутшăнса "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессе шанса тăратпăр. Чăннипех ăнăçуллă пулас тесен пирĕн, районта пурăнакансен, физкультурăпа тата спортпа хавхаланни пулмаллах. "Сывă ỹт-пỹре сывă ăс-хакăл",- теççĕ вĕт-ха. Апла пулсан А.Николаев космонавт летчика халалласа ирттерекен эстафета чупăвĕнче райхаçат парнисене çĕнсе илессишĕн хастар ăмăртар. Пуçламăшĕ 14 сехет те 30 минутра.
Редакци коллективĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"