02 сентября 2015 г.
Учитель профессийĕ ĕлĕкренех чи хисеплисенчен пĕри пулнă. Ахальтен-им шкул пĕтернĕренпе темиçе çул иртсен те юратнă вĕрентекенĕмĕрсене ăшшăн асаилетпĕр, тав сăмахĕ калатпăр. Халĕ те педагогика университетне çул тытакан яш-кĕрĕм республикăра сахал мар. Апла пулин те Чăваш Енри шкулсем кашни çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн кадрсем çитменни пирки пĕлтереççĕ. Акă, Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви çу пуçламăшĕнче пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 400 предметник кирлĕ пулнă, уйрăмах математика тата вырăс чĕлхи учителĕсем çитмеççĕ. Кун пек ыйту пирĕн районшăн та ют мар. Паянхи куна районта уйрăмах музыка, физкультура, ют чĕлхе учителĕсем çитмеççĕ. Вĕренỹ пайĕн кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн, районти шкулсенче 152 педагог тăрăшать, вĕсенчен 32-шĕ 60 çултан та иртнĕ иккен. Çавăн пекех районти вырăс чĕлхипе математика вĕрентекенсен 40 проценчĕ пенсионерсем шутланаççĕ. Вĕсем те юратнă ĕçĕпе сывпуллашас тесен ыран кам килĕ? Кăçал вара района çамрăк вĕрентекенсем килмен, пĕлтĕр виççĕн килнĕ-ччĕ. Районти 11 çамрăк райадминистрацинчен направлени илнĕччĕ, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ балл çитменнипе кĕрейменни паллă та ĕнтĕ. Ачасене юратакан, ыррине вĕрентекенсем пулаççех тесе шутлас килет. Вуншар çамрăка районтан направленипе вĕренме яраççĕ. Çавсене тăван тăрăха тавăрма тăрăшмалла. Çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хав-халантарсан шкул сукмакне ыттипе ылмаштармĕç.
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"