АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕсен канашĕн 3-мĕш слетне хутшăнтăмăр

02 сентября 2015 г.

Августăн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче республикăри Ашшĕсен канашĕн 3-мĕш слечĕ иртрĕ, унта пирĕн районăн виçĕ çынран тăракан делегацийĕ те хутшăнчĕ. Çĕнĕ Шупашкар хули 55 çул тултарнине халалланă слет ĕçне пурĕ 600 ытла çын хутшăнчĕ, ăна республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов уçрĕ. Мероприятие республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ. Слетра республикăри демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни, нумай ачаллă çемьесен шучĕ ỹсни, ашшĕ-сен ачасене амăшне (хĕрарăма), сывă пурнăç йĕркине, ĕçченлĕхе хаклама вĕрентмелли пирки сăмах пычĕ. Пирĕн районти Ашшĕсен канашĕ те (асаилтеретĕп, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пырать) çемье тулли пулмаллине тата арçынăн çемьери яваплăхне ỹстермеллине тĕпе хурса ĕçлесе пырать. Асра юлмалли самантсенчен слетра Раççей халăх артисчĕ Илья Резник поэт, Пĕрремĕш каналпа пыракан "Голос" передачăн çĕнтерỹçисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарни пулчĕ.

Юрий ЯМСКОВ, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика