АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклăха асаилер, кăмăл-туйăма лайăхлатар

02 сентября 2015 г.

Августăн 27-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕн Культура çуртĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен юрри-кĕввипе ташă каçĕ пулассине вулакана пĕлтернĕччĕ. Хаклă вулаканăм, ташă каçне кайма вăхăт тупрăн-и?! Тупрăн пулсан - санăн асаилсе савăнмалли пурах пулĕ. Вăхăт тупаймарăн пулсан - ан кулян, ыран та, сентябрĕн 3-мĕшĕнче, Питĕркасси ялĕн Культура çуртĕнче 80-мĕш çулсен юрри-кĕввипе черетлĕ ташă каçĕ пулать. Иртнĕ ташă каçне 200-е яхăн çын хутшăнчĕ, Культура çурчĕ лăк тулли халăхпа тулчĕ темелле. Уйрăмах 40 çултан иртнĕ, 70 çулалла çывхаракансене курма пулчĕ: пур те савăнăçлă, кулаççĕ, ташлаççĕ. Ташă каçĕнче район пуçлăхĕсене мăшăрĕсемпе, район Пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата ыттисене курма пулчĕ. Çавăн пекех вăрман леш енче пурăнакансем те, Пантьăк, Тралькасси тăрăхĕсенчи çынсем те сахал мар пулчĕç. Дискотека пынă вăхăтрах кафе те, библиотека та ĕçлерĕ.

Ташă каçне официаллă майпа район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистрацин пуçлăхĕ Александр Башкиров уçрĕç. Уяв каçне Питĕркассинчи Культура çурчĕн директорĕ Анастасия Картмасова ертсе пычĕ. Пухăннисене вара 80-мĕш çулсен юрри-кĕввипе вăрман леш енчи каччăсем савăнтарчĕç. Çапла, вăрман леш енчи каччăсем! Паллашăр, вĕсем: Александр Самсонов - юрăç, синтезатор калаканĕ, II Хурашаш ялĕнче çуралса ỹснĕ, Николай Майоров - бас-гитара калаканĕ, Штанаш ялĕнче тĕпленнĕ, Николай Данилов - ритм-гитара калаканĕ, Кив Атикассинчен. Николай Майоров та, Николай Данилов та 80-мĕш çулсенче "Кĕрен чечек" вокал ансамблĕн музыканчĕсем пулнă, халăха чĕрĕ (живая) музыкăпа савăнтарнă. Ку хутĕнче те вĕсем пухăннă халăха чĕрĕ музыкăпа савăнтарчĕç. Паян вĕсен аллисенчи гитарисем те 80-мĕш çулсемхиех (Хусанушкăнчи культура ĕçченĕ-сем гитарăсене паянхи кунчченех упрама пултарнă). Ташă каçне пухăннă çынсем те вĕсене кăмăлласах йышăнни палăрчĕ: пĕрисем ташларĕç, теприсем музыкантсен пултарулăхĕпе киленчĕç.

Ольга Федоровна МИХОПАРОВА, Кỹпеш ялĕ, 1929 çулта кун çути курнă:

"Клуб пĕтнĕшĕн самаях кулянаттăм. Тавах Турра. Паян пирĕн те клуб пур! Виличчен хамăр клуба килсе куртăм. Лайăх. Пĕтĕмпех савăнтарать".

Асăннă ташă каçĕ йăлана кĕрсех пытăрччĕ. Питĕркассинчи Культура çурчĕ 40-рен иртнисене валли кану вырăнĕ пултăрччĕ. А.САН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика