02 сентября 2015 г.
Кашни çулах август уйăхĕн вĕçĕнче "Пуласлăх пирĕнте" çамрăксен фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Нумаях пулмасть районти Культура çурчĕ умĕнче асăннă фестиваль 12-мĕш хут иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хăйĕн сăмахĕнче фестивале çамрăксемпе студентсене районти предприятисемпе организацисене ĕçлеме явăçтарас тĕллевпе ирттернине, районта ĕçлес текенсене пулăшма тивĕçлĕ условисем туса панине, Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче яланах хапăл туса йышăннине палăртрĕ, çамрăксен премийĕн лауреачĕсене наградăларĕ. Çамрăксен премине тивĕçнисем: район больницин врач-офтальмологĕ Екатерина Александрова, Туктамăшри Культура çурчĕн заведующийĕ Александр Быков, "Аккозинское" ЯХПК-н тракторисчĕ Валерий Медведев, Хĕрлĕ Чутайри шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Татьяна Ярабаева. Палăртмалла, кăçал, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, район фестивальне çамрăксен чылай команди хутшăнчĕ. Вĕсем пухăннисене ташă-юрă, шỹт-кулă, интереслĕ номерсем парнелесе кăмăл-туйăма çĕклеме пултарчĕç. Пĕрремĕш вырăна хĕрлĕчутайсен "Пирĕн урамри çамрăксем" команди тухрĕ, иккĕмĕш _ хусанушкăньсем, виç-çĕмĕш _ ачкассисем. Палăртмалла, хĕрлĕчутайсен команди тăваттăмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн позицине улăштармасть, çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçет.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"