04 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ прессăн спорт фестивальне хутшăннă кашни çынна чун-чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăхлă пулăр, яланах сирĕнпе юнашар телей, ăнăçу çỹреччĕр.
- Çавăн пекех район пуçлăхне А.Ю.Степанова, райадминистраци пуçлăхне А.В.Башкирова, райадмини-страцин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пай ĕçченĕсене А.Н.Самсоновпа А.М.Никитина (улттăмĕш çул ĕнтĕ фестивале ирттерес тесе вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнăшăн), Мăн Этмен (Т.В.Артемьева), Кив Атикасси (Ю.И.Чертов), Ачкасси (И.В.Герасимов), Атнар (А.Н.Кузнецов), Хĕрлĕ Чутай (Л.А.Аргандейкин) ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсене (хăйсем те ăмăртăва хутшăннăшăн), райадминистраци пуçлăхĕн çумĕсемпе (А.В.Ярабаевапа А.И.Магаськин) пай начальникĕсене (В.В.Храмова, В.И.Жиганова, Т.Н.Шереметьевана), районти тĕп врача И.В.Игнатьева, Çĕн Атикасси (В.Н.Парикова), Хусанушкăнь (Л.П.Бармина), Хĕрлĕ Чутай (И.А.Романова), Мишеркасси (А.В.Лукин), Шулю (М.И.Чамжайкина) шкулĕсен директорĕсене, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникне В.И. Ярабаевана, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникне А.Ю.Ежеевана, "Çын тата çутçанталăк" музей директорне Е.И.Чемалинована, "Пилеш" ача сачĕн заведующине Т.А.Карпована, "Хастар" ФСК директорне В.В.Дадюкова, фестивале хутшăннă райадминистрацин мĕнпур ĕçченне, районти учительсене, медицина ĕçченĕсене, тренерсене, шкул ачисене тата ыттисене те тав тăватăп.
- Спорта юратакан çемьесене уйрăммăн чун-чĕререн тав тăватăп. Ăшă сăмахсене Çĕн Атикассинчи Алексеевсем, Питĕ-ркассинчи Герасимовсемпе Матюшкинсем, Калкассинчи Алексеевсемпе Катюковсем, Пĕчĕк Этменти Захаровсемпе Богатеевсем тивĕç.
- Юлашкинчен çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп, малашне те пурин те асăннă фестивале хутшăнма вăхăт тата кăмăл пултăр.
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"