АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕç савăнăç кỹрет

04 сентября 2015 г.

Кашни ĕç савăнăç кỹрет

Ман шутпа, хитре япала чуна парса пурнăçласан кăна çуралать. Алĕçсем пирки те çавнах каламалла... Нумаях пулмасть Çĕн Ирчемес ялĕн уявĕнче алĕç ăстисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе паллашма май килчĕ. Мĕн чухлĕ хитре япала! Кашнине хуçи чунне парса ăсталани сисĕнет. Каламасăрах паллă, кил терĕшĕнче çак ĕçсем уйрăм вăй-хăват парса, хăтлăх кỹрсе, аннесен, асаннесен ĕçчен аллисене асилтерсе тăраççĕ. Ĕçсене тытса пăхатăп та хамăр районтах мĕн чухлĕ пултаруллă, ĕçчен çын пурăнни пирки шухăшлатăп, кашнинчех алăстисен вĕçсĕр-хĕрсĕр талантĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп... Пултаруллă çыншăн туман ĕç те, "йывăр" сăмах та çук иккен.

Уйпуç ялĕнче çичĕ ачаллă кил-йышра çуралса ỹснĕ Ольга Кудрявцева (хĕр чухнехи хушамачĕ Ульянова) мĕн пĕчĕкренех амăшĕн-чен алĕç тума хăнăхса çитĕннĕ. Амăшĕ, шкулта завучра ĕçленĕ май пушă вăхăчĕ сахалрах пулнă пулин те, ачасене алĕç тума вĕрентнĕ. Хĕрĕ вара амăшĕ вĕрентнипех çырлахса ларман, ỹссе çитсен те, каярахпа та хăйне тĕллĕн çыхма, тĕрлеме вĕренес ăсталăха малалла анлăлатса пынă. Халĕ унтан ăстараххине тупма та йывăр. Ольга Николаевна 40 çул каялла тăван ялне учитель пулса таврăннă, малтан Çĕн Ирчемес ялĕнчи шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ, унтан Çĕмĕрлери шкул-интернатра. 40 çул ытла ĕнтĕ вăл ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре вăй хурать, çав хушăрах шкулта алĕç кружокне ертсе пырать.

Маттурскер пĕр минут та ахаль лармасть. Сĕтел çине витмеллисем, салфеткăсем, эрешлĕ тутăрсем, алсиш-нуски, тĕрлĕ сувенирсем тата тем те пĕр çыхса ăсталать. Ĕçĕсемпе тĕрлĕ шайри куравсене, конкурссене хутшăнать. Ак, пĕрне кăна асăнатăп. Пĕтĕм Раççейри педагогсемпе ачасен "Талантоха" дистанци конкурсĕсенчен пĕринче вăл лауреат ятне те тивĕçнĕ.

- Эпĕ нихăçан та мĕн тума пĕлнипе килĕшсе лармастăп, пушă вăхăтра мĕн те пулин çĕннине вĕренме тăрăшатăп. Хальхи вăхăтра çĕнĕлĕхсемпе паллашма Интернет пулăшать, унсăр пуçне тĕрлĕ журналсем туянатăп. Пĕрмаях çĕнĕ, хитре япаласем ăсталас килет. Кашни çекĕл киленỹ, савăнăç кỹрет. Хам мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентсе пыма тăрăшатăп. А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика