04 сентября 2015 г.
Çут тĕнчере кашни çыннăн кăмăла каякан ĕç тупса хăйĕн хыççăн ырă ят хăвармалла. Паллах, хамăра пурнăçра тупма пире аттепе анне пулăшаççĕ, анчах çак пысăк ĕçре вĕрентекен тỹпи те пĕчĕк мар. Хăй пурнăçĕн пысăк пайне ачасене ăс-тăн пама уйăрнă кĕçĕн классен вĕрентекенĕ - Людмила Евгеньевна Яковлева - тав сăмахне тивĕçлех. Людмила Евгеньевна Муркаш районĕнчи Юнга салинче 1955 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1972 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Канаш хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕрет. Тепĕр виçĕ çултан диплом илнĕ çамрăк хĕре Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Березовкăри 8 çул вĕренмелли шкула пуçламăш класс ачисене вĕрентме яраççĕ, ун хыççăн вăл 8 çул Саланчăкри пулăшу интернат шкулĕнче вăй хурать.
1986 çултан вĕрентекен Атнарти вăтам шкулта кĕçĕн классемпе ĕçлеме тытăнать. Пуçламăш класс ачисене вăл тăван амăшĕ пек йышăнать, çав вăхăтрах вĕсенчен çирĕп пĕлỹ ыйтать. Кашни ачан хăйевĕрлĕхне шута илсе вĕренекене çĕнĕ йывăрлăхсене чăтса ирттерме пулăшать. Шăпăрлансемпе ĕçленĕ чух хăвăртрах вĕсене ĕçе явăçтарас тесе хăйĕн пурнăçĕнчи тĕслĕхсене илсе кăтартать, тавралăх илемне курма вĕрентет, туслăх мултан хаклине те çăмăллăн ăнлантарать, тăван çĕршыва юратма, тавракурăма аталантарма пулăшать. Ăçта кăна тĕл пулмăн-ши унăн вĕренекенĕсене? Вĕсем пирĕн çĕршывăн чылай ял-хулисенче ĕç тупнă, çемье çавăрнă. Ун патĕнче пĕлỹ илнĕ çамрăк ăна асаилсе тав сăмахĕ калать.
Паянхи куна Людмила Евгеньевна телейлĕ анне тата кукамай. Вĕсем мăшăрĕпе, Николай Васильевичпа, хĕрпе ывăла тĕрĕс воспитани, аслă пĕлỹ парса ура çине тăратнă. Людмила Евгеньевнăна ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунас килет.
Нина КУРОПАТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"