09 сентября 2015 г.
Çапла калать Питĕркасси ялĕнчи Александра Павловна Филиппова, сентябрĕн 9-мĕшĕнче 90 çул тултараканскер. Тĕрĕссипе, çулĕсене кура мар вăр-вар çак хĕрарăм 90 теçетке хыçа хăварнине ĕненес те килмест. Ăс-тăнпах калаçаканскер, иртнине те питĕ лайăх астăвать, хальхи пурнăçпа та кăсăкланать. Район хаçатне те куçлăхсăрах вулать, сенкер экранпа тĕрлĕ передачăсем курма кăмăллать. Асăрханмалла пек аллине туя тытать те - урама та хăех тухса çỹрет...
Хури те, шурри те тем чухлех пулнă
Ĕмĕр тăршшĕнче çын хурине те, шуррине те темĕн чухлех курать пулĕ. Уйрăмах вăрçă çулĕсене ырми-канми, выçăллă-тутăллă, хуйхăллă-суйхăллă ирттернĕ çынсем пирки çакна каламалла. Александра Филиппова та вăрçă çулĕсене ассăн сывласа аса илет: "1943 çулта атин вилнĕ хучĕ килчĕ. Анне сакăр ачапа тăрса юлчĕ. Эпĕ - чи асли, кĕçĕннисене пăхмалла пулнăран шкула та час каяймарăм, атте вилсен вара çичĕ класс хыççăн дояркăра ĕçлеме тиврĕ..."
Дояркăра ĕçлеме пуçличчен те алă усса ларман-ха Александра, амăшне май пур таран пулăшнă. 1925 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи Красноармейски урамĕнче çуралнă Александра Павловна Гусельщикова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Йывăр вăрçă çулĕсенче, килте ĕне пулнă пулин те, выçлăха пула çемьери сакăр ачаран виççĕшĕ вилнĕ. "Питĕ йывăр вăхăт пулчĕ. Сурăхсене вăрçă валли илсе кайрĕç. Хырăм выççине ирттерме мĕнле кăна курăк çимен пулĕ. Ашшĕ пуррисем аптăрамасчĕç-ха..." - каласа парать Александра Павловна чунне суранлатса хăварнă çулсене аса илнĕ май. 1944 çулта хĕрупраçа районти статистикăра ĕçлеме шаннă. Кунта вăл 1952 çулчченех тăрăшнă. Унтан сакăр çул хушши Калинин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Малаллахи пурнăçне вара вăл суту-илỹпе çыхăнтарнă.
Ĕçчен, пултаруллă ăру çитĕнет
1951 çулхи февраль уйăхĕнче Александра Павловна Питĕркасси каччипе Михаил Филипповпа çемье çавăрнă. Михаил Фролович - вăрçă участникĕ, çичĕ çул хушши салтакра пулнă. Тăван яла таврăнсан вăл райкомра, Калинин ячĕллĕ колхоз председателĕн çумĕнче, лавкка заведующийĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем Кỹпешри лавккара та, Хĕрлĕ Чутайри хуçалăх лавккинче те пĕрле тăрăшнă. Çав хушăрах, 1964 çулта, урамалла ултă чỹречеллĕ кирпĕч пỹрт лартма та хал çитернĕ. Виçĕ ачине те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. "Мăшăрăм мана килтех пир тĕртмелли станок туса пачĕ, ачасене çи-пуçне хамах тĕртсе тăхăнтартаттăм, - каласа парать Александра Павловна. - Урайне сармаллисем те тĕртеттĕм, вĕсемпе халĕ те усă куратпăр-ха". Шел те, Александра Павловнăн мăшăрĕ, Иван Фролович, виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. "Михалпа питĕ лайăх, килĕштерсе пурăнтăмăр, ĕçлеме те пĕрле ĕçлерĕмĕр, - тет халь кинеми мăшăрĕпе пĕрле иртнĕ 61 çула аса илнĕ май. - Ĕçе çỹренĕ хушăрах выльăхсем те усраттăмăр, утăçине кайма та вăхăт тупаттăмăр. Нихăçан та ахаль ларман".
Вăрăм ĕмĕрлĕ ватăна халĕ хăйсем хыççăн ĕçчен те пултаруллă ăру çитĕнни савăнтарать. Филипповсен аслă ывăлĕ, Валерий, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, вăл - хими наукисен кандидачĕ, "Химпром" акционерлă обществăра тăрăшать. Хĕрĕсем хăйсен пурнăçне шут ĕçне халалланă: Раиса Ухтара пурăнать, вăл тĕп бухгалтерта тимленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура; Римма вара Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, вăл та тĕп бухгалтер. Пурĕ пиллĕк мăнук Александра Павловнăн, вĕсем пурнăç çулĕ-пе тĕрĕс утнишĕн хĕпĕртет вăл. Ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлсан хĕллехи вăхăтра ачисем амăшне хăйсем патне хулана илсе кайма тытăннă. Çуллахи кунсене вара Александра Павловна тăван килĕнче ирттерет. Кăçал, акă, унпа пĕрле çулла ялта Раиса хĕрĕ пурăннă.
Çапла кун кунлать паян сумлă ватă: хĕлле - хулара, çулла - ялта. Александра Павловнăн пĕр хăйнеевĕрлĕхĕ пирки те каласа хăварам-ха: хăй пурнăçĕнче мĕн ĕçленине, мĕн туяннине, çанталăк мĕнле пулнине, Хĕрлĕ Чутайра тата Питĕр-кассинче кам вилнине, тепĕр майлă каласан, кун-çул мĕнле иртнине, ятарласа тетраде çырса пырать вăл. Кун пек тетрадьсем ĕмĕр тăршшĕнче темиçе те пухăннă ĕнтĕ унăн.
Юлашки вăхăтра ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кунсенче Александра Павловна Филиппова Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ. Хăйне манманшăн, сума сунăшăн чунтанах савăнать ĕç ветеранĕ. Паянхи çăтмахри пек пурнăç малашне те çаплах пултăр тет.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"