АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нỹхрепри хăрушсăрлăх

09 сентября 2015 г.

Çĕрпỹ районĕнче инкек пулнă май нỹхрепсенчи тата путвалсенчи хăрушсăрлăх техникин правилисемпе паллаштарар. Çĕр лаптăкĕ çинче тухăçлă пахчаçимĕç туса илме çăмăл мар. Ăна упраса çитерме вара тата йывăртарах. Кашниех хăйĕн аллипе туса илнĕ пахчаçимĕç пахалăхне ан çухаттăр тесе тăрăшать. Паллах, вĕсене шăнтма, типĕтме, консервлама пулать, анчах та чĕрĕ çимĕçсем тутлăрах, усăллăрах. Чылайăшĕ пахчари çимĕçе нỹхрепре усрать, мĕншĕн тесен унти условисем аван: температура режимĕ те кирли (0-5 градус), нỹрĕк те çителĕклĕ (80-95 процент). Анчах та усрав тапхăрĕ пуçланиччен хранилищĕсене тĕрĕс хатĕрлемелле. Çак ĕçе пурнăçланă чух нумайăшĕ тăрăшмасть, хăйĕн хăрушсăрлăхĕ пирки шутламасть. Шел те, çакă инкек патне çитерет. Ун пекки кашни çулах тĕл пулать. Акă августăн 29-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнче (Первое Семеново) нỹхрепе çĕрулми упрама хунă чухне наркăмăшланса тỹрех тăватă çын вилнĕ. Малтанхи даннăйсемпе асăннă путвала августăн 26-мĕшĕнче çунтарса тасатнă, пахчаçимĕç хума хатĕрленĕ. Унта пухăнса тăнă газсем вара вилĕм патне çитернĕ. Нỹхрепсене тĕрĕс хатĕрлетпĕр Нỹхрепе унти пĕлтĕрхи юлашки пахчаçимĕçсене кăларнă хыççăнах хатĕрлеме пуçламалла е çĕнĕ тухăç пуçтарас умĕн уйăх малтан. Унти çĕре шăлса тухмалла, ăна инфекци сарасран хранилищĕрен аяккарах тарăн шăтăк чавса чикмелле. Çỹлĕксем пур пулсан вĕсене илсе тухса супăньпе тата кальциллĕ содăпа çумалла, хĕвел çинче типĕтмелле. Нỹхреп алăкне уçса ăна лайăх типме памалла: 1-2 эрне. Кăшлакан чĕрчунсем пулсан капкăнсемпе, наркăмăшлантарнă астармăшсемпе усă курмалла. Шăтăксене цемент хутăшĕ, вĕтетнĕ кантăк яма пулать. Чылайăшĕ тĕрлĕ хими япалисемпе усă курать. Вĕсемпе асăрхануллă пулмалла, инструкцие пăхăнса ĕçлемелле. Кашни процедура хыççăн нỹхрепе уçăлтармалла. Инкек патне мĕн çитерет? Тăтăшах инкек патне нỹхрепре пухăннă наркăмăшлă газсем çитереççĕ. Вĕсем дезинфекци хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курсан, курăк тата тĕрлĕ япаласем çунтарсан пухăнаççĕ. Кивĕ çĕрулмипе пахчаçимĕç те инкек патне çитерме пултарать: вĕсем çĕрнĕ чухне çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăтартакан япаласем кăлараççĕ. Наркăмăшлă газсем сывлăшран йывăртарах, çавăнпа та вĕсем нỹхрепĕн аялти пайĕсенче пухăнаççĕ. Вентиляци тытăмĕн ятарлă хатĕрĕ (приточно-вытяжное устройство) пулмалла. Вентиляци пăрăхĕсене тасатсах, юсасах тăмалла. Пăрăхсен диаметрĕ 12 сантиметртан пĕчĕк пулма кирлĕ мар. Наркăмăшлă газ пур е çук? Наркăмăшлă япала хăйĕн пирки тỹрех систермест. Угарлă газ та курăнмасть - унăн тĕсĕ те, шăрши те çук. Нỹхрепе анас умĕн унта кислород пуррине тĕрĕслĕр. Çурта çутăр та ăна витрепе путвала антарса лартăр. Çулăм сỹнни пỹлĕмре кислород çуккине, унта наркăмăшлă япаласем пухăннине пĕлтерет. Нỹхрепе тепĕр хут уçăлтарма тивет. Шалти юсав ĕçĕсене пĕччен тума юрамасть. Тул енче тăма та тепĕр çын кирлĕ. Вăл аялта ĕçлекенсемпе калаçсах тăтăр. Аяла анас умĕн вĕренпе çыхăнмалла, унăн тепĕр вĕçĕ тулта тăраканра пулмалла. Пулăшу кирлĕ пулсан вĕрене туртса сигнал памалла. Çакăн пек хăрушсăрлăх техникин правилисене çăлсене, силос башнисене, пахчаçимĕç хранилищисене аннă чух пăхăнмалла. Наркăмăшланнин паллисем тата мĕн тумалла? Наркăмăшланнă çыннăн вăйĕ хăвăрт пĕтет, пуçĕ çаврăнать, унтан вăл тăнне çухатать. Кун пек чухне çын хăй тĕллĕн хăпараймасть. Наркăмăшланнин пĕчĕк паллисем - хăсăк килсен, пуç çаврăнсан, хăлха шавласан - пулсанах уçă сывлăша тухма тăрăшмалла. Пулăшу пама анас умĕн вĕренпе çыхăнмалла, çỹлте çын юлмалла. Пĕрремĕш пулăшу Наркăмăшланнин пĕрремĕш паллисем пулсанах çынна уçă сывлăша кăларса выртармалла. Кĕпен çỹлти тỹмисене вĕçертмелле, пиçиххине пушатмалла. Васкавлă пулăшу чĕнмелле. Нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ваткăна шăршлаттармалла. Енчен те инкек тỹсекен çын тăна кĕмест пулсан ăна чĕрен хупă массажне тумалла, исскуственнăй майпа сывлаттармалла. Пур тĕслĕхсенче те инкек тỹснĕ çынна больницăна ямалла. Çỹлерех асăннă правилăсене пăхăнсан çывăх çыннусен сывлăхне тата пурнăçне сыхласа хăварма пулать. Тирпейлĕ те тимлĕ пулăр. Сăмах май, Нỹхрепре тупнă тăватă вилерен пĕри 1936 çулта çуралнă хĕрарăм, теприсем 1969, 1972 тата 1974 çулсенче кун çути курнă арçынсем.

Е.ЕГОРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика