09 сентября 2015 г.
Асăннă тапхăрта йĕркене пăсакансен ĕçне хаклама РФ УК, РФ УПК тата РФ КоАП-ĕ ыйтнисене пăхăнмалла. Суйлав комиссийĕн членĕн, референдум комиссийĕн, сăнавçăн тата ытти участниксен прависене пăссан (информаци вăхăтра памасан, суйлав докуменчĕсен копийĕсене тăратмасан) административлă штраф тỹлеттереççĕ: граждансен 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран кăларса хума тивет, должноçри çынсен - 1000-2000 тенкĕ. Суйлав комиссийĕн членĕ çирĕплетсе панă протокол копийĕнчи даннăйсем пĕрремĕш экземпляртипе пĕр килмесен те административлă штраф хураççĕ - 1500-2000 тенкĕ. Агитаци пынă вăхăтра саккуна пăхăнмасан гаждансен 1000-1500 тенкĕ кăларса хума тивет, должноçри çынсен - 2000-5000 тенкĕ, юридици сăпачĕ-сен - 20 000-100 000 тенкĕ. Çак ĕçе çул çитмен çамрăксене явăçтарсан та штраф тỹлеттереççĕ: граждансене - 1000-1500 тенкĕ, должноçри çынсене - 2000-3000 тенкĕ, юридици сăпачĕсене - 20 000-30 000 тенкĕ. Суйлава хатĕрленнĕ тапхăрта тата ун вăхăтĕнче саккун ыйтнисене пăхăнмасан административлă штраф тỹлеме тивет. Саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки информаци пулсан "Вĕри лини" телефон номерĕпе - 8 (83551) 2-11-02 - шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Сергей УЛЬЯНОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"