11 сентября 2015 г.
Кăçалхи май уйăхĕн пĕр кунхине, каç-кỹлĕм, Ишеккасси çынни ют пурлăха вăрласа сутма шутланă. Ял хыçĕнчи чус-хăма çурмалли çурта шифер хăйпăтса кĕнĕ, икĕ электродвигатель, кабель тата ытти япаласене пĕçертсе тухнă. Унтан вăл двигательсене пăсса сумкăна чикнĕ, корпусне тарăн çырмана пăрахнă, пăхăр пăралука тимĕр-тăмăр пухакана сутнă. Майăн 23-мĕшĕнче çĕрле çак арçын, ỹсĕрĕскер, хăйсен ялĕнчи пĕр çурта чỹрече рамисене илсе кĕнĕ, анчах кил-çуртра хаклă япаласем пулман, çапах та вăл электропралук вăрласа тухнă. Ют пурлăха вăрласа сутса пуйма шутланă арçын пĕр пек преступление виçĕ хут тунă. Çак каçах вăл ялти тепĕр çурта чỹрече рамисене илсе кĕнĕ. Ку çуртра та ăна кирлĕ хаклăрах япаласем тĕл пулман, электропралука кăна илнĕ. Унтан вăрă тепĕр çурта çĕмĕрсе кĕме шутланă. Анчах хăйĕн хурахла ĕçне вĕçне çитереймен, сасăсем пулнипе кỹршĕ тухнă та ăна тытса чарас тесе хăвалама пуçланă. Çапла ют пурлăха вăрласа сутса пуйма шутланă арçын РФ Уголовлă Кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "б" пункчĕпе тата 3-мĕш пайĕн "а" пункчĕпе пăхса хунă преступление виçĕ хутчен тунă.
Р.ПУДОВА, районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"