11 сентября 2015 г.
Федераллă саккунсемпе килĕшỹллĕн муниципаллă тата патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелĕпе илме пулать. Пур информацие те Интернет урлă параççĕ. Çак тĕллевпе патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ ĕçлет. Унта муниципаллă тата патшалăх пулăшăвĕсене мĕнле йĕркепе пани пирки информаци пур. Çавăн пекех кирлĕ документсен тĕслĕхĕсене курма пулать. Электронлă пулăшупа усă курас тесен гражданинăн Пĕрлехи портала кĕрсе регистраци витĕр тухмалла. Регистраци йĕркипе www.gosuslugi.ru сайта кĕрсе паллашма пулать. "Харпăр хăй пỹлĕмне" регистрацилес тесен гражданинăн хăйĕн ИНН, СНИЛС номерне пĕлмелле, анкета тултармалла. Кирлĕ пур утăма та тусан унпа усă куракан активаци кодне илет. Çакна пĕр хутчен кăна тумалла. Ытти чухне портала кăна кĕмелле, суйланă пулăшăва тупса кирлĕ уйрăма заявлени çырмалла. Тытăм заявлени çумне документсен копийĕсене, сканер витĕр кăларнисене, тăратма май парать. Пĕрлехи портала регистраци витĕр тухмасăр та кĕме пулать. Кунта организацисен ĕç режимĕпе, вĕсен çыхăну даннăйĕсемпе, пулăшу илме кирлĕ документсен переченĕпе тата ыттипе те паллашма май пур. Заявленисене кирек хăш вăхăтра та, уяв кунĕсенче те çырма юрать. Хут çинче çырни кирлĕ мар. Заявление тĕрĕс тултармасан консультаци параççĕ. Йышăну кунне, вăхăтне уведомленипе пĕлтереççĕ. Çавăн пекех районта универсаллă электрон карттăсемпе ĕçлесси вăй илсе пырать. Унпа усă курса тĕрлĕ пулăшу илме пулать. Карттă çинче электронлă майпа алă пусмалли ирĕк те пур.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"