АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пылак юратакансен аппетита чакарма тивет

16 сентября 2015 г.

Газлă шĕвек, печени тата соуссем те сахăр хакĕ хăпарсан хакланаççĕ Çулталăк хушшинче сахăр хакĕ 33 процент ỹсрĕ. Вăл кĕркунне татах та хакланма пултарать. Росстат даннăйĕсемпе, июль уйăхĕнче пĕр пакет сахăр вăтамран 51,85 тенкĕ тăнă, августра вара унăн хакĕ татах 4,1 процент хăпарнă. Çавăнпа та çитес вăхăтра пылак çимĕçсем те йỹнелмĕç. Тĕнчери лару-тăру тата йывăртарах: ют çĕршыв эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта сахăр дефицитра пулать. Юлашки вунă çулта сахăр çиекенсен йышĕ ỹссех пырать - çулталăкра 2 процент. Сахăр мĕнле продуктсенче пытанчĕ-ха? Паянхи кун шоколад плиткинче, канфетсенче тата леденецсенче 1 чей кашăкĕнчен пуçласа 11 чей кашăкĕ таран сахăр пур. Çамрăксем килĕштерекен кока-колăра çичĕ чей кашăкĕ сахăр упранать, сĕтпе хутăштармалли типĕ апатсенче - 5-6 чей кашăкĕ. Улма-çырласенче те сахăр виçи пĕчĕк мар: пĕр абрикосра - 2-3 чей кашăкĕ сахăр, хăмла çырли порцийĕнче - пĕрре кăна, бананпа мангора - 3, помидорта - 0,7 чей кашăкĕ. Улма-çырласемпе пахчаçимĕçсене сахăр çутçанталăка пула лекет, газлă шĕвексене вара - искусственнăй майпа. Пылаклантаракан япаласемпе чăмлак (жвачка) тата газлă шĕвексем тунă чухне анлă усă кураççĕ. Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ çапла сĕнет: аслă ỹсĕмри çыннăн кунне 6 чей кашăкĕ чухлĕ сахăр çиме юрать. Çапла тусан сахăр диабечĕпе чирлес, самăрланас, кариес пулас хăрушлăх чакать. А.ВЛАДИМИРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика