16 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче пурĕ 18 пушар пулчĕ. Çак уйăх пуçламăшĕнче кăна виçĕ пушар регистрацилерĕмĕр. Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнче сарай çунчĕ. Кайран Урикассинче мунча çунма тытăннăччĕ. Тепри - Пантьăкра, кил хуçи ỹсĕрскер пирус туртса выртнипе çурт çунма пуçланăччĕ, анчах вăхăтра асăрхани, пушарнăйсем çитни инкеке сирме пулăшрĕ. Кăçал тухнă инкексен сăлтавĕсем тĕрлĕрен: вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (4 тĕслĕх), ачасем шăрпăкпа выляни (1), электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чухне правилăсене пăхăнманни (2), вут тĕртни (1), аслати çапни (2), юсавсăр кăмакасемпе усă курни тата пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни (8). Куратăр ĕнтĕ, пушарсен ытларах пайĕ кил хуçалăхĕсенче юсавсăр кăмакасемпе усă курнипе пулнă. Çавăнпа тепĕр хут асаилтерес килет: кĕçех хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланать. Апла пулсан çынсен тимлĕхе ỹстермелле, кăмакасемпе усă куриччен вĕсен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслемелле, çитменлĕхсене пĕтермелле. Çĕнĕ кăмакасем тунă чух вĕсем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурнăçланнине асăрхамалла. Кăмакасем çак ỹкерчĕкре кăтартнă правилăпа килĕшсе тăмалла. Пушар тухнине асăрхарăр пулсан ним тăхтамасăр 01, 010, 112 телефон номерĕ-семпе шăнкăравлăр! Пушара сỹнтернинчен асăрхаттарма çăмăлрах!
А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"