АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман çỹп-çап тăкмалли вырăн мар

23 сентября 2015 г.

Вăрман - çутçанталăк ỹпки, вăл çĕршыва илем кỹрет. Хурăнлăх-и, хырлăхпа юманлăх-и е ытти - пурте хăйсен илемĕпе чун-чĕрене тыткăнлаççĕ, пурнăçа юратма хавхалантараççĕ. Шăрăхра ун сулхăнне васкатпăр, сивĕре те хỹтлĕх шыратпăр. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче çул тыт унта - чунна лăплантарса, вăй-хал илсе, çĕкленỹллĕ кăмăлпа каялла таврăнатăн. Анчах вăрмана кайсан юлашки 10-15 çулта кăмăла хуçаканни те час-часах тĕл пулать. Курăк-вĕлтĕрен этем çỹллĕш ỹс-се каять, ун витĕр ашса тухма та йывăр. Унччентерех, ял çыннисем вăрманта утă тунă чухне, капла марччĕ, тирпейлĕччĕ. Кил-çурта çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтнăран вутă хатĕрлекен те сахал. Унччен санитари тĕллевĕпе ватăлнă, хăрнă йывăçсене касса тасатса тăнă пулсан, халь этем алли вĕсем патне çитессе кĕтсе илеймесĕрех хуçăлса-йăванса анаççĕ. Сиенлĕ хурт-кăпшанкă та нумай йывăç-тĕ-ме пĕтерет. Çу варри тĕлне çап-çара юлнă йывăçсене курсан чун ыратать. Этем те тавралăха хальчченхинчен нумай сиен кỹме пуçларĕ. Вăрманти йывăçсемпе тĕмсем айĕнче унта та кунта çỹп-çап куписем выртаççĕ. Çав купасенче вара темтепĕр курма пулать: тăхăнма юрăхсăр атă-пушмак, тумтир, пластик е кĕленче бутылкăсем, хуçăк сĕтел-пукан, телевизор, холодильник таранах. Купара тĕрлĕ япала пулнăран хăшĕ кил-çуртран, хăшĕ лавккаран, хăшĕ аш-какай цехĕнчен е выльăх-чĕрлĕх пусса сутакан хуçалăхран тухнине пуçа ытлашши çĕмĕрмесĕрех ăнланма пулать... Эх, мĕншĕн çапла чунсăр-ши эпир, этемсем?! "Çăла ан сур, унтан хăвăнах шыв ĕçмелле пулĕ" тенине манниех-çке ку. Çăлран ĕçнĕ пекех, вăрмантан та çулла-кĕркунне тăранатпăр вĕт. Çулла çитсен çырла татма, кĕркунне кăмпа пухма пурак-карçинкка йăтса утатпăр. Тĕрлĕ каяшпа вараланă çĕр çинче çитĕннĕ вăрман çимĕçне никамăн та татас килмест. Тата килсе тăкнă япаласем хушшинче час çĕрменнисем-пĕтменнисем те пур. Акă, ăсчахсем каланă тăрăх, пĕр хут усă куракан пластик савăт-сапа (ПЭТ) çĕрмест, 70 çултан е ытларахран çеç ванса-тĕпренсе пĕтет. Çапла, сахал мар вăхăт кирлĕ, ку вара çыннăн вăтам ĕмĕрĕпе танлашать. Çунтарса яма пулать, паллах, анчах унăн наркăмăшлă сĕрĕмĕ этем организмĕшĕн сиенлĕ. Раççейри хăш-пĕр хуласенче пластик савăтсене пуçтарса, пресласа иккĕмĕш пурнăç паракан мини-цехсем те пур. Унран отвертка, плоскогубцы аврисем питĕ çирĕп пулаççĕ иккен. Пирĕн патра çакăн пек производство йĕркелекен тупăнсан тем пекчĕ те. Çĕршывра кĕленче бутылкăсене йышăнакан пунктсене çĕнĕрен чĕртсе тăратасси çинчен те йышăну тумаллах, вĕсен вырăнĕ свалкăсенче мар, темиçе хут усă курма май пур çĕртен мĕншĕн çапла тумалла мар? Ун чухне вăрмансем çăмăллăнрах сывласа ярĕччĕç, тасарах пулĕччĕç. "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен" тетпĕр пулсан, хамăрăн симĕс тусăмăра асап кỹрес марччĕ.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика