АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтпе - 10-мĕш, аш-какайпа 12-мĕш…

23 сентября 2015 г.

Кĕркуннехи вăхăт - ĕçсене майĕпен пĕтĕмлетмелли тапхăр. Çавна май районăн выльăх-чĕрлĕх, ỹсен-тăран отраслĕсенчи ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе ытти районсемпе танлаштарса пăхас килет.

Сăмахран, республикăри 21 район хушшинче ялхуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх шучĕпе пирĕн район 13-мĕш вырăн йышăнать, аш-какай туса илессипе (чĕрĕ виçепе) - 10-мĕш вырăн, сĕт суса илессипе - 12-мĕш вырăн. Кăтартусем япăх мар темелле. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕмĕрле тата ытти хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсем выльăхсен кĕтĕвне çĕнетсе, хушса пыма, вĕсенчен продукци ытларах илме тăрăшаççĕ.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун ялхуçалăх предприятийĕсенче 1990 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Вĕсене хĕл каçарма 3000 тонна утă, 10900 тонна сенаж, 3064 тонна силос янтланă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 27,4 центнер апат единици хатĕр-ленĕ. Выльăх апачĕ янтласа хурас ĕçсем малалла пыраççĕ-ха. Акă, "Нива", "Коминтерн", "Свобода" хуçалăхсенче кукуруз ỹстернĕ. Районта ку культура лаптăкĕ 420 гектар йышăнать. Хальлĕхе ăна пĕтĕмпе 85 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Асăннă хуçалăхсенче кукурузăна выльăхсене каçхи вăхăтра хушма апат вырăнне параççĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене хĕле хатĕрлес ĕç те пулса пырать. 19 фермăран 15-шĕ выльăхсене йышăнма хатĕр ĕнтĕ. Вĕсене пĕтĕмпех шуратнă, дезинфекциленĕ, юсанă. Çавăн пекех хуçалăхсем вырма ĕçĕсене 98,7 процент пурнăçланă, 8805 тонна тĕштырă çапса илнĕ, вăл шутра 4645 тонна тулă, 40 тонна ыраш, 3100 тонна урпа, 820 тона сĕлĕ, 200 тонна тритикале. Кĕрхи культурăсене 1550 гектар акнă, ку вăл планпа пăхнин 77,5 проценчĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика