23 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 27-мĕшне Раççейре чупу кунĕ тесе палăртнă. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех "Наци кросне" старта тухĕç. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать. Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те "Наци кросне" тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Республикăра кăçалхипе вăл вуниккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унта пĕтĕмпе спорта кăмăллакан 59,5 пине яхăн çын хутшăннă. Кăçал та çакăнтан сахал пулмалла мар. "Наци кросне" тухакансем ỹсĕм çулне кура 4000, 1000 тата 2000, 6000, 8000, 12000 метра чупĕç. Ертỹçĕсем те хăйсем хушшинче тупăшĕç. Чи пултаруллисем парнесĕр юлмĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"