АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхăн микроçыравĕ иртет

23 сентября 2015 г.

2015 çулхи октябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъек- тĕнче, çав шутра федераци суйласа илнĕ Чăваш Республикинче те, статистика сăнавĕ - халăхăн микроçыравĕ - иртет. Асăннă мероприяти халăхăн черетлĕ çыравĕччен çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ тĕлĕшĕпе социаллă-демографин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсене пухма май парать. Çынсен ятран хỹтĕ-лемелли, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ пахалăхне ỹстермелли мерăсене туса хатĕрленĕ чухне вĕсемпе усă курĕç. Сăнава лекнĕ шутлав участокне кĕрекен вырăнта ялан пурăнакан çынсем пурте сăнава лекеççĕ. Çак тĕллевпе пирĕн республикăра 60 участок (хулара 34, ялта 26) уçăлать. Вĕсенче 24 пине яхăн çынна е халăхăн 1,9 процентне тишкереççĕ. Кампани республикăри мĕнпур хула-районта иртет, кашнинче суйласа илнĕ 1-3 шутлав участокĕ пулать. Вĕсене 9 хулапа 38 ялта вырнаçтараççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче халăх микроçыравĕ Ачкасси ял тăрăхĕнчи пĕр шутлав участокĕнче иртет. Халăха шута илме тытăннă самант 2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 24 сехетре пуçланать. Ытти çыраври пекех çынсенчен вĕсем ялан пурăннă вырăнта ыйтса пĕлеççĕ. Çакă регистрацие тăнă адреспа пĕр килмесен те пултарать. Халăх пирки кăтартусене ятар-ласа вĕрентнĕ çынсем хăйĕн участокĕнчи списока кĕртнĕ пурăнмалли çуртсенчен (марш-рут хучĕпе) кашнине кĕрсе тухаççĕ. Çыравçăсене ятарлă удосто-верени параççĕ. Асăннă документа паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăйра пулĕ. Унсăр пуçне çыравçăн кăвак тĕслĕ портфель, çутăна каялла яракан тата "Росстат" тесе палăртнă браслет пулать. Ыйтăм ирттерекен чăннипех Чăвашстатран янă представитель пулнине 39-78-90 номерпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать. ХМÇ-2015 программине тĕрлĕ темăпа 28 ыйту кĕртнĕ. Арлăх, çул шучĕ, мăшăрланура тăни, вĕренỹ шайĕ, кил хуçалăх йышĕ, тупăш çăлкуçĕ, экономикăри пуçарулăх, хăш наци çынни пулни, гражданлăх, чĕлхесене пĕлни пирки ыйтнисĕр пуçне йыш хушас тĕллевпе тата çакна пурнăçа кĕртме май паракан условипе, ĕçлес пултарулăха чăрмантаракан чир-чĕр пурри-çуккипе тата кашни кунхи ĕç-хĕлте пулăшу кирлипе, инвалидлăх ушкăнĕ панипе интересленеççĕ. Информацие ыйтăм хутне хуравлакан сăмахĕ тăрăх кăна кĕртеççĕ, вăл чăнлăхпа пĕр килнине тĕрĕслемеççĕ тата ăна никама та пĕлтермеççĕ. Микроçырав пĕтĕмлетĕвĕсене Раççей Федерацийĕпе пĕтĕмĕшле, РФ субъекчĕсемпе хула тата ял халăхне уйрăммăн кăтартса хатĕр-леççĕ. Районта пурăнакансем Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне ирттерекенсене лайăх кĕтсе илнĕччĕ, ку хутĕнче те çапла пуласса шанатпăр.

Чăвашстат.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика