25 сентября 2015 г.
- Шулю ялĕнче çунса кайнă клуб вырăнне çĕннине тăвасси пирки сăмах паян кăна хускатмастпăр, кун пирки пирĕн пата республикăри Культура министерствинчен те хурав пачĕç. Çĕнĕ клуб тума 6 миллион ытла тенкĕ кирлĕ терĕç, ĕçе пуçласа ярасси пирки документсене хатĕрлемеллине, малашнехи ĕçсем пирки район администрацийĕн инвестици политикин Канашне ыйтупа тухмаллине пĕлтерчĕç. Ку енĕпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ши?
Н.Н.МИХОПАРКИН, пенсионер.
Райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр САМСОНОВ хуравлать:
- Эпир Шулю ялĕнче пурăнакансен пăшăрханăвне питĕ лайăх ăнланатпăр - ялта пурăнакансен пĕрле пухăнса пушă вăхăта усăллă ирттермелли, канмалли вырăн пулмаллах. Шулюра çĕнĕ клуб пулать, анчах та паян-ыранах мар. Хăвăрах пĕлетĕр, çĕнĕ клуб тума сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Эпир проектпа смета хучĕсене хатĕрлерĕмĕр. Районти Культура çурчĕсене çĕнетес тĕллевпе эпир сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр, çак тĕллевпе тĕрлĕ конкурссене, ятарлă программăсене хутшăнса укçа-тенкĕ çĕнсе илетпĕр. Юлаш-ки вăхăтра çапла майпа Питĕркассинчи, Тралькассинчи, Кив Атикассинчи Культура çурчĕсене çĕнетме пултартăмăр. Çитес вăхăтрах республикăра ялти клубсене тумалли, çĕнетмелли программа хута каясса шанатпăр. Пурте пĕлетпĕр, республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çĕнĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалли программа аван пурнăçланчĕ. Халĕ çак тĕслĕхпех клубсем тумалли программа та пурнăçа кĕрсен эпир унта хутшăнасшăн, çапла майпа Шулю ялĕнче çĕнĕ клуб тăвас ыйтăва татса парасшăн.
Источник: "Пирěн пурнăç"