25 сентября 2015 г.
Етĕрне районĕн сучĕ Упукушкăнь ялĕнче пурăнакан 32 çулхи арçын РФ УК-ан 117 статйин 1-мĕш пайĕпе (асаплантарнăшăн) тата РФ УК-ан 111 статйин 4-мĕш пайĕпе (çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕшĕн, сурансене пула çын вилнĕшĕн) айăплă тесе йышăннă, ăна 8,5 çуллăха ирĕксĕр хăвармалла, çирĕп режимлă колоние ямалла тунă. Етĕрнери районсем хушшинчи Следстви уйрăмĕ тата суд çакна тупса палăртнă: ĕç-пуç Упукушкăнь ялĕнче пулнă, 2014 çулхи декабрь-2015 çулхи март уйăхĕсенче еркĕнĕ патне кайкаланă арçын, ỹсĕрскер, "савнине" темиçе хутчен те асаплантарнă. 2015 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче вара вăл инкек тỹс- нĕ хĕрарăма вилмеллех хĕненĕ: пуçран, кăкăрĕнчен, аллипе уринчен ним шеллемесĕр çапнă-тапнă. Сурансене пула хĕрарăм вырăнтах вилсе кайнă. Суд приговорĕ саккунлă вăя кĕмен.
Етĕрнери следстви уйрăмĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"