30 сентября 2015 г.
Кирек кам та пĕр-пĕр юбилей умĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне таврăнать, вăйпитти çулĕсене аса илет. Çитес вăхăтра, октябрĕн 9-мĕшĕнче, 85 çул тултаракан Николай Косов та çаплах - çăмăл мар ачалăхне, вăрçă вăхăтне, тăван хуçалăхра ĕçленĕ çулсене аса илчĕ. Тралькассинче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Петро-вич Косов пурнăçĕнче ырă ĕçĕсемпе сахал мар палăрнă. Ĕмĕрне вăл тăван "Присурский" совхозра ĕçлесе ирттернĕ темелле. Малтанах механикра, гараж заведующийĕнче тăрăшнă, унтан вара вунă çул хушши, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, тĕп инженерта вăй хунă. - 85 çула çитетĕп тесе шутламанччĕ, ытла та хăвăрт шăвать кун-çул, - тет Николай Петрович сăпайлăн. - Ачалăх çăмăл килмерĕ, вăрçă пуçланичченех колхозра ĕçлерĕм, вăрçă вăхăтĕнче те самай пилĕк аврăмăр. Вăкăрсем кỹлсе ĕçлени халĕ те асра. Николай Петровичăн ашшĕ те, пиччĕшĕ те вăрçăран таврăнайман. Хăйĕн те салтака кайма ят тухсан Тралькасси каччине шăпах Эстонире, ашшĕ пуçне хунă тăрăхра, хĕсметре тăма тивет. Тăватă çул хушши салтакра пулнă хыççăн Николай Косов тăван тăрăха таврăнать. 1955 çулта вăл Утаркасси хĕрĕпе Ольга Михайловна Сорокинапа çемье çавăрать. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ Косовсем. Халĕ ĕнтĕ ачисем тăван килтен вĕçсе тухса кайса хăйсем ăшă йăва çавăрнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Мускав хулисенче тĕпленнĕскерсем тăван кил патне выртакан сукмака манмаççĕ. Тăван хуçалăха аталантарас тесен ятарлă пĕлỹ илмеллине те ăнланса илнĕ Николай Петрович. Çавăнпах авланнă хыççăн пулин те, Çĕрпỹри совхоз-техникумра вĕреннĕ, техник-механик дипломне алла илнĕ. Ятарлă пĕлỹллĕскер, хуçалăх ĕçне çĕнĕ вăйпа пуçăннă. Тăрăшни сая кайман, 1973 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне парса чысланă. Совхоз ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнă хушăрах, паллах, çемйи çинчен те манман. "Николай Петрович нихăçан та ỹркенсе тăман, килти ĕçсене те "ку арçын ĕçĕ, ку хĕрарăмăн" тесе пайламан, мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнатчĕç", - аса илеççĕ ял çыннисем. Шел те, Николай Петровичăн мăшăрĕ текех унпа юнашар çук ĕнтĕ. Паянхи кун килте пĕчченех хуçаланать Николай Косов. Чăхсем усрать, пыл хурчĕ-семпе аппаланать, садра та тăрмашать. "Ĕçлетĕп-ха, лавккана та хамах кайса килетĕп, - тет Николай Петрович вăй-халĕ пĕтменнине палăртса. - Каннă хушăра район хаçатне вулама та вăхăт тупатăп. Халĕ пурнăç лайăх. Ачасем манса каймаççĕ, килсех çỹреççĕ. Пилĕк мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук вĕт манăн, çавсене курса савăнса пурăнатăп". Çитес вăхăтрах Николай Косовăн кĕреки юратнă ачисемпе, маттур мăнукĕ-семпе тата вĕсен ачисемпе, чи çывăх та хаклă тăванĕсемпе тулĕ. Вĕсене курнипе сумлă ватăн чунĕнче, урамра кĕркунне пулнине пăхмасăр, ăшă çуркунне хуçаланĕ. Мĕншĕн тесен халĕ вăл пурнăç илемне шăпах çывăх çыннисенче курать.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"