30 сентября 2015 г.
Кайăк вĕçсе кайнине
Кураймарăм тĕтрепе.
Ĕмĕр вĕçне çитнине
Сисеймерĕм ĕçпеле.
Çак йĕркесене Хирлỹ-кассинче пурăнакан Мария Михайловна Булаткина çырнă. Пурнăçра хура-шурне сахал мар курнăскерĕн, вăрçă нушине тỹснĕскерĕн ĕмĕрĕ чăнах та ĕçре иртнĕ. Ахальтен мар пулĕ вăл "Ĕç ветеранĕ" ята, тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ. Кăçал февралĕн 18-мĕшĕнче Мария Булаткина 85 çул тултарнă. Çак ỹсĕмри ватăсем пурте хаяр вăрçă тутине тутанса курнă. Мария Михайловна та нушаллă вăрçă çулĕсене ассăн сывласа аса илет:
- Вăрçă вăхăтĕнче тырă та выртăмăр, авăн та çапрăмăр, каçхи хурала та çỹрерĕмĕр, вăрманта та чылай ĕçлерĕмĕр. Хамăр районта кăна мар, кỹр- шĕ Çĕмĕрле районĕнче те вăрман ĕçлерĕмĕр. Баракра пурăнтăмăр. Чукун çул çине шпалăсем тума вăкăрпа вутă та турттараттăмăр. Шăллăма вăкăрпа Петропавловскине илсе кайрăм, вăкăр çине вутă тиесе ăна яла ăсатса ятăм. Апи питĕ хĕпĕртенĕ çав вутăшăн. Çын патĕнче пурăннă чух вĕсене те вутă парса. Виçĕ ачаллă çемьере ỹснĕ Мария Михайловна. Ашшĕ вăрçă хыççăн нумай та пурăнайман. Пурнăç йывăр пулнăран Мария Михайловна шкулта тăватă класс çеç вĕреннĕ, анчах халĕ те чипер çырма пĕлнине палăртать вăл.
Сăмах май, вулама та чиперех вулать, район хаçатне те куçлăхсăрах тишкерет.
- Выçлăх çулĕсенче ыраш пăтти пĕçерсе çисе вилĕмрен çăлăнса юлтăмăр, - малалла сỹтет асаилỹ çăмхине Мария Михайловна.
- Манпа пĕр вăхăтрисем вилсе пĕтрĕç. Çăмăл пулмарĕ вăл вăхăтра пурнăç. Анчах та темĕнле йывăр пулсан та юрлама вăхăт тупаттăмăр. Хĕллехи вăхăтра ыйткаласа çăкăр пуçтарни те, çулла çĕрулмилле ĕне кĕтĕвне пăхни те пулнă. Çакна Мария Михайловна çапла ăнлантарать: "Апия выçтарса вĕлерес мар тесе". Амăшĕ те, паллах, ачисем тутă çỹреччĕр тесе тем тума та хатĕр пулнă. Виличчен кăшт маларах амăшĕ Мария Михайловнăна çапла каланă: "Сире выç-тарса вĕлерес мар тесе юратнă атта сутрăм. Вилсен тăхăнса каясшăнччĕ..."
Темле йывăр пулсан та пуçне усман Мария Булаткина. Самай нушаллă, выçăллă-тутăллă вăхăтра та юрлама хал çитернĕскер, паянхи кун та вăл хăй сăвăласа çырнă юрăсемпе чунне йăпатать. Чуна йывăр самантсенче алла хуткупăс та тытнă. Çемье телейне курма пỹрмен Мария Михайловнăна, апла пулин те вăл пуçне усмасть. Паянхи кун пĕчченех кун кунлать пулин те, хулара пурăнакан шăллĕн ывăлĕн тĕревне туйсах тăрать. Кил-тĕрĕшре ĕçсене вара хăех пурнăçлать: качакасем усрать, вĕсене хĕл каçа тăрантармалăх уттине те янтлать. "Унччен выльăхсем чылай усраттăмччĕ, ватăлтăм çав халĕ, вăй сахалланчĕ. Çапах та пуçа усмастăп-ха, малалла пурăнмаллах", _ çапла вĕçлерĕ сăмахне Мария Булаткина. А.СЕМЕНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"