АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят ылтăнран та çутă

30 сентября 2015 г.

Калкассинче пурăнакан Нина Степановнăпа Валерий Семенович Абакумовсем ял-йышра ырă ята тивĕçнĕ мăшăр. Ялта пурăнакан çынсемшĕн çутă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Мăшăр хăйĕн ĕçченлĕхне, сăпайлăхне, тараватлăхне, пуçарулăхне пула халăхра хисепе тивĕçнĕ. Валерий Семенович хăй вăхăтĕнче нумай çул МСО-ра, тивĕçлĕ канăва тухиччен икĕ çул Кỹкеçри çул-йĕр хуçалăхĕнче вăй хунă. Нина Степановна та Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пĕлмен çын сахал, вăл ĕмĕрĕпех шкулта ĕçлесе ачасене пĕлỹ панă. Вăйпитти чух мăшăр кил-çурт çавăрнă, ача-пăча ỹстернĕ, мăнуксене кĕтнĕ. Пурнăçĕнче шуррине те, хурине те курма тивнĕ вĕсен. Йывăр самантсенче яланах ĕçпе пусăрăнма тăрăшнă. Йывăр хуйха ĕç çĕклет тесе ахальтен каламан ĕнтĕ халăхра. Ĕçчен çынсем пулни вĕсен кил хуçалăхне пырса кĕрсенех курăнать... - Вĕсем тытса туман ĕç çук, - теççĕ кỹршисем. - Ял çыннисен вĕсенчен вĕренмелли нумай. Килĕ-çурчĕ капмар, илемлĕ, сад-пахара та, кил таврашĕнче тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла, чечексем ỹстереççĕ. Çав хушăрах выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ пулин те йĕри-тавра тирпейлĕх, илемлĕх тыткăнлать. Çакăнта Нина Степановнăн ĕçчен алли палăрать. Валерий Семенович та ĕçе юратаканскер. Ял старости пулнă май пуçарулăхпа палăрать, халăх шанăçне тỹрре кăларас тесе нумай вăй хурать. Нумаях пулмасть ял халăхĕпе пуçтарăнса калаçнă хыççăн "Путь Ильича" колхозăн çĕрĕсене ĕнесене çỹретме уйăрса илме шутларăмăр. Валерий Семенович тăрăшнипе документсене вăхăта вăраха тăсмасăр йĕркелесе çитерме май килчĕ. Сăмах май, Валерий Семенович ял уявĕсене йĕркелессине хăйĕн çине илет, кирек мĕнле ĕç-пуçа та тĕплĕ тăвать, вĕçне çитерет. Кĕскен каласан, маттур çынсем. А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика