АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах, учителĕм, тавах!

02 октября 2015 г.

Умра - пурне те пырса тивекен уяв. Мĕнле уяв тетĕр пулĕ? Октябрĕн 5-мĕшĕ - Учитель кунĕ. Çавăн пекех "эпĕ учитель мар-çке" текенсем те пулĕç. Манăн вара çак кун пурин те уяв тесе çирĕппĕнех калас килет. Эпир пурте шкулта вĕреннĕ, пĕлĕве малалла та ỹстернĕ. Пире пурне те УЧИТЕЛЬ ăс панă. Шкул пĕтернĕренпе темиçе çул иртсен те юратнă вĕрентекенĕмĕрсене ăшшăн аса илетпĕр, пире юратса ăс панишĕн тав туса çĕре çити пуç таятпăр. Пурнăç çулĕ çине тăнăранпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те - эпир вĕсен вĕренекенĕсемех, паянхи кун та вĕсен умĕнче пăлханатпăр, вăтанатпăр... Çавăн пекех эпир ача-пăчаллă та, вĕсен вĕрентекенĕсем те пирĕншĕн учительсемех. Апла пулсан хамăрăн юратнă та хисеплĕ çынсене саламлама манар мар. Паянхи кунпа тата çак самантпа усă курса мана юратса ăс панă ВĔРЕНТЕКЕНĔМĔРСЕНЕ (1983-1993 çулсенче Серенкасси тата Атнар шкулĕсенче тăрăшнă педагогсене) çывхарса килекен Учитель кунĕ ячĕпе чун-чĕ-ререн саламлатăп! Сирĕн сăнарăр яланах манăн чĕрере, Эсир вĕрентсе каланă ăшă сăмахăр яланах манăн асăмра, уроксен саманчĕсем куç умĕнче... Сывлăхăр - çирĕп, ĕмĕрĕр - вăрăм, ватлăхăр канлĕ пултăр. Эпĕ Сирĕнпе юнашар мар пулин те манăн чĕре тата шухăшăмсем Сирĕнпех. Тав Сире пуриншĕн те! Учитель профессийĕ ĕлĕкренех хисепли-сенчен пĕри пулнă. Анчах та паян учителе хисепе тивĕçме çăмăлах мар. Паянхи пурнăç таппипе тан утас тесен учителĕн ларса-тăма пĕлмелле мар теес килет. Урока та хатĕрленмелле, ачасен тетрачĕсене тĕрĕслемелле, çỹлтен ыйтакан тĕрлĕ хутсене çырса та темиçе сехет те ирттермелле, конкурссене те хутшăнмалла. Халĕ журналĕсем те электронлă, ĕç кăтартăвне те Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хаклатпăр. Пурте пĕлетпĕр, тăрăшсан ỹсĕм пулатех. Акă, сăмахран, çак эрне пуçламăшĕнче черетлĕ ырă хыпар пĕлтĕм. Çĕршыври чи лайăх вĕрентекенсен йышĕнче пирĕн районти учитель те пур. Савăнатăп, мухтанатăп! Вăл - Мăн Этмен шкулĕнчи Николай Иванович Полозин. Палăртмасăр иртес килмест: ку пулăм районшăн савнăçлă та сумлă. Çĕршыври чи лайăх вĕрентекенсен йышне Чăваш Енрен 10-ăн кĕнĕ, вăл шутран 5-шĕ тĕп хуламăрти лицейсемпе гимназинчен, ыттисем вара районсенчен. Николай Иванович Полозина районти пур çынсен ячĕпе те саламлатăп, район чысне çĕкленĕшĕн тав тăватăп. Юлашкинчен: районти мĕнпур вĕрентеке-не, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Учитель кунĕ ячĕпе саламлатăп. Вĕренекенĕршĕн юратнă та хисеплĕ çын вырăнне пулăр, ĕçе чунтан парăнма пысăк кăмăл, тăрăшулăх, тỹсĕмлĕх, иксĕлми вăй-хăват, чăтăмлăх, çирĕп сывлăх сунатăп.Телейлĕ пулăр та ỹсĕм çулĕпе утăр.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика