02 октября 2015 г.
Патшалăх Думин сентябрь вĕçĕнче иртнĕ "правительство сехетĕнче" тăватă çул хушшинче пĕрремĕш хут РФ финанс министрĕ Антон Силуанов сăмах илнĕ. Унăн тĕп тавлашăвĕсем пенси темипе пулнă. Силуанов пенси ỹсĕмне хăпартас ыйтăва вăраха яма кирлĕ маррине пĕлтернĕ. Çакă, ун сăмахĕсене ĕненес пулсан, бизнесăн налук тиевне ỹстерме памĕ. Çакăн пек позицие Патшалăх Думинче "киревсĕрлĕх" тесе палăртнă. Унсăр пуçне Силуанов пенсисен индексацине чакарма сĕннĕ. Финанс министрĕ пĕл-тернĕ тăрăх, саккунпа килĕшỹллĕн 2018 çултан страхлав взносĕсем 22 процентран 26 процента çити ỹсмелле. Анчах та паянхи условисенче çакна пурнăçа кĕртме йывăртарах. Пенси çине иртерех тухни экономикăна аталантармалли зада-чăсене пурнăçа кĕртме чарать. "Çак енĕпе нимĕн те тумасан тепĕр темиçе çултан пенсионерсен шучĕ ĕçлекенсенчен ытларах пулать. Ун пек пулма кирлĕ мар. Пирĕн патра 120 рабочи 100 пенсионера укçапа тивĕçтерет, ытти çĕршывсенче - 150-160 ĕçчен. Пĕр пенси фончĕ те çакна чăтаймасть", - хушса хунă Антон Силуанов депутатсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май. Майлисемпе хирĕçлекенсем патшалăх ертỹçине хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Пенси фончĕн тупăшĕсем хăвăрт чакса ларчĕç, пенсионерсен шучĕ вара ỹссех пырать. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев та пенси ỹсĕмне хăпартассипе килĕшнĕ. Анчах та çитес çултан çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес пулсан унпа тĕплĕн паллашмалла. Патшалăх Думи Силу-анов йышăнăвне ырламан. "Раççей хальлĕхе пенси ỹсĕмне хăпартма хатĕр мар, финанс министрĕ кăтартнă перекетлĕх расчечĕсем йăнăш. Финанс министрĕ тупăшсене шутланă, анчах бюджет тăкакĕсене шута илмен. Вĕсем ỹсеççĕ-çке, - тенĕ социаллă сферăна тĕрĕслесе тăракан вице-спикер Андрей Исаев. - Ĕçлекен пенсионерсем пенси илме пăрахсан вĕсем ĕçрен тухаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсен вара ĕç укçине хăпартма тивет. Çавăн пекех пенси ỹсĕмне хăпартсан ĕçлекенсенчен нумайăшĕ пенси çине инвалидлăхпа тухма пикенĕ. Çак тăкаксене финанс министрĕ шута илмен". Тепĕр тавлашуллă ыйту - индексаци. Ведомство çитес çулта индексаци шайне 4 процент тума сĕнет. Бюджет проекчĕ-пе вара 2016 çулта пенсин индексацийĕ 5,5 процентпа танлашмалла, Министрсен Кабинечĕн социаллă блокĕ вăл 12,2 процент пулать тет. Финанс министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта инфляци 6-7 процент таран чакĕ. "Пенси фончĕн тупăшĕсем хăвăрт чакса ларчĕç, пенсионерсен шучĕ вара ỹссех пырать. Пенсисен индексацине туллин тусан вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, оборона çине тăкаксене чакарас пулать. Пенсисен ỹснĕ кашни проценчĕ патшалăха 70 млрд тенке ларать. Индексацие чакармалла. Çакă монополи пулăшăвĕ-сен хакне чакарма майсем туса парать. Коммуналлă пулăшусен хакĕ халăхшăн майлă пулĕ", - ăнлантарса панă Антон Силуанов. Паллах, влаçăн партийĕ пенсин тулли индексацийĕ-пе килĕшет. Анчах та депутатсем тĕрлĕ майсене пăхса тухма хатĕр. Çураçу тупмаллах, халăх ыйтăвĕ- сене татса памаллах.
Т.ЗАМАХИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"