02 октября 2015 г.
2014 çулшăн çĕр, транспорт, пурлăх налукĕсене тỹ-лемелли вăхăт кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче тухрĕ. Шел те, куçман пурлăх объекчĕсен тата транспорт хатĕрĕсен харпăрлăхçисем хушшинче хăйсен тивĕçĕсене пурнăç-ламаннисем те тăтăшах тĕл пулаççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, налука вăхăтра тỹлемесен укçа-тенке суд урлă шыраса илеççĕ, парăмлă çын çине пени хураççĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне парăмсене татмасан налук органĕ судран пулăшу ыйтма пултарать. Кун пек чухне налука, тỹлевсене, пенисене тата штрафсене пурлăх шучĕ-пе шыраса илеççĕ. Вăл шутра банк счечĕсем çинчен те. Пурлăх шучĕпе укçа шыраса илесси саккунпа пулса пырать. Унпа килĕшỹллĕн парăмçăсенчен палăртнă суммăран 7 процент ытларах (исполнительный сбор) шыраса илме пултараççĕ. Анчах та 1000 тенкĕрен кая мар. Асаилтеретпĕр, налуксене тỹлеме "Налук тỹлекен пайăр сăпатсен харпăр хăй пỹлĕмĕ" электронлă сервис меллĕ. Унта бюджет умĕнче мĕнле парăмсем пуррине, налук суммисене, мĕнле пурлăх пуррине пĕлме пулать. Налук квитанцийĕсене те çакăнтах илме, парăмсене тỹлесе татма май пур. Çавăн пекех Федераллă налук службин официаллă сайтĕнчи (www.nalog.ru) "Налуксене тỹле" электрон сервиспа усă курса онлайн мелĕпе тỹлев докуменчĕсене тума тата налуксене тỹлеме пулать. Т.ТАРАНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"