АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнарлă сăмах ăсти

02 октября 2015 г.

Сăмах çине сăмах тиретĕп

Хам шухăшăм çиппи çине,

Ĕç пăрахсах ав ретĕнретĕн

Пухатăп сăвă шăрçине.

Çак йĕркесене Зоя Сывлăмпи поэтесса шăрçаланă. Зоя Леонидовна Тури Çĕрпỹ-кассинче çуралса ỹснĕ. Çак ял ăна мĕн ачаран хăйĕн сăпкинче сиктерсе ỹстернĕ, поэзи çулĕ çине тухма пулăшнă. Вăл "Чĕрери хĕлхем", "Тумлам пек тăлăх кăмăл", "Кун-çул шăрçи", "Мечта и явь", "Ăшă çилĕ вĕрнĕçем...", "Чечек шăршиллĕ тăван ен", "Ĕмĕр тĕкĕрĕ", "Юрату ахрăмĕ" кĕнекесен авторĕ. Унра поэзи туйăмĕ пурри шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Римма Михайловна Моисеева: "Вăл çырнă сочиненисен чĕлхи класри ытти ачасенчен уйрăлса тăрать", _ тени халĕ те манăçмасть. З.Л.Алексеева-Сывлăмпи 1987 çултанпа "Чăвашкабель" заводăн тĕп лабораторийĕнче ĕçлет. Сăнавçă-лаборант пултарулăхĕнче юрату лирики тĕп вырăн йышăнать. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисемпе юрăсем кĕвĕлеççĕ. Зоя Сывлăмпи - Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕпе ентешлĕхĕн Петĕр Ялкир ячĕллĕ преми лауреачĕ. Нумаях пулмасть республикăри Наци библиотекинче унăн 55 çулхи юбилейне халалланă пултарулăх каçĕ иртрĕ. Йышлă хăнасем поэтессăна саламланă май чылай ырă сăмах каларĕç, хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Уяв каçĕнче Зоя Сывлăмпи сăввисемпе çырнă юрăсем янăрарĕç.

Лев МЕДВЕДЕВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика