АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те ырă тĕслĕх

02 октября 2015 г.

А.Д.Смалайкин "Искра" колхоз председателĕнче ĕçлеме пуçланă чухне Мишеркассинче пуçламăш шкул кăначчĕ. Вăл пуçарнипе 1961 çулта кунта сакăр çул вĕренмелли, 1966 çулта вăтам шкул ĕçлеме пуçларĕ. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнипе колхоз пур ялсенче те шкул çурчĕсем туса пачĕ. Мишеркассинче вара хуçалăх вăйĕпе районта 320 ача вырнаçмалăх пĕрремĕш типовăй шкул çурчĕ туса лартрĕç. Ку ĕçре А.Смалайкинпа шкул директорĕ А.Н.Максимов нумай вăй хучĕç. Вăтам шкулăн историйĕ кĕске пулчĕ пулин те (1966-2008 çулсем), унăн пĕлтерĕшĕ, ĕçĕ-хĕлĕ калама çук пысăк. Çак вăхăтра пин ытла çамрăк алла аттестат илсе пурнăç çулĕ çине тухрĕ. Вĕсенчен 13-шĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçрĕ, 100 ытла çынна орденсемпе, медальсемпе наградăларĕç. Нумайăшĕ институтсенче вĕренсе аслă пĕлỹллĕ специалистсем пулса колхоза, шкула, районти тĕрлĕ учрежденисене таврăнчĕç, çамрăк хастарлăхпа ĕçлерĕç. "Шкул вăл - кадрсем хатĕрлемелли цех" тени тỹрре тухрĕ. А.Смалайкин вара "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăна тивĕçрĕ.

Паян эпĕ шкултан вĕренсе тухнисенчен паллă çынсем пулса тăнисене ырăпа асăнатăп. Мишеркасси шкулĕн мухтавлă вĕренекенĕсем шутĕнче Георгий Михопаркин _ Мари Республикин прокурорĕ, Раççейĕн пултаруллă юрисчĕ, 2003 çулта генерал-лейтенант званине тивĕçнĕ; Юрий Герасимов _ Шупашкарти "Контур" заводăн инженер конструкторĕ; Николай Герасимов - Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" УАО-н бюро начальникĕ; Лев Храмов, Владимир Андрианов, Валерий Данилов - техника наукисен кандидачĕсем; Людмила Голдобина (Журавлева) ялхуçалăх, Владимир Музяков - медицина, Александр Романов тата Иван Мерзлайкин - юридици, Николай Трифонов - ветеринари наукисен кандида- чĕсем. Леонид Шуськин, Юрий Кудряшов подполковниксем, Валентин Немцев полковник шкул чысне çỹле çĕклерĕç.

1972-1980 çулсенче эпĕ шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелỹçинче ĕçлерĕм. Çак тапхăрта Мишеркассинчи вăтам шкулăн пионер тата комсомол организацийĕсем районта лайăххисем шутне кĕчĕç. Ачасене патриотизмла тата интернационалла воспитани парас енĕпе республикăра кăтартуллă шкулсен йышне кĕме пултарчĕ. Шкулти ĕçпе кану лагерьне пĕрремĕш Мишеркассинче йĕркелерĕмĕр. Унта çулсерен 9-мĕш класра вĕренекенсем ĕç практикине ирттеретчĕç. Сакăр çул лагерь начальникĕн-че ĕçлеме тиврĕ манăн. Килĕ-шетчĕ вăл вĕренекенсене. Шкулта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, викторинăсем, конкурссем, тĕлпулусем, вулакансен конференцийĕ-сем, политинформацисем, спорт вăййисем иртетчĕç. "Шкул тата пурнăç" методика журналĕ тухма пуçларĕ, унăн сакăр номерĕ кун çути курчĕ. Краеведени музейĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çулсерен Чулхула облаçĕнчи Деяново салинче вырăс шкулĕпе туслă тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕчĕ. Класс тулашĕнче ирттернĕ ĕçсем ачасен вĕренес кăмăлне çĕклетчĕç. Учительсем те çĕнĕлле, кабинетлă тытăмпа ĕçлеме тытăнчĕç. Аса илетĕп: В.А.Вазяков физика учителĕ хăйĕн кабинетĕн-че вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли стенд тунăччĕ, тĕрĕс пĕлсен электролампочка çутатчĕ. Владимир Алексеевич физика кружокне те ертсе пыратчĕ. Ачасем унта радиоприемниксене схемăсем тăрăх юсама хăнăхатчĕç. Пултаруллă физик радиомузей та йĕркелерĕ, вокалпа инструмент ансамбль ĕçне электрик пулса хутшăнчĕ. Физикăпа лайăх вĕреннĕ ачасем малашнехи пурнăçра пысăк ỹсĕмсем турĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ ученăй ятне тивĕçрĕç: пĕри Лев Храмов - техника наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, тепри - çар çынни, подполковник, ученăй, техника наукисен кандидачĕ, Мишеркассинче çуралса ỹснĕ Валерий Данилов. 1977 çулта шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕнче вăл çапла калани асра тăрать: "Шкулта кашни предметпах илнĕ пĕлỹ малашнехи пурнăçра кирлĕ пулать. Çапла мана та пур предметпа тăрăшса вĕренни усăллă пулчĕ, уйрăмах черчени лайăх пĕлнишĕн савăнатăп. Шкулта А.Иванов летчикпа тĕлпулу иртнĕ хыççăн манăн офицер пулас ĕмĕт çуралчĕ. Эпĕ Тамбоври çар училищине вĕренме кĕтĕм. Виçĕ çултан ăна хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтертĕм. Манăн пĕрремĕш ĕмĕт пурнăçланчĕ". Ăслăлăхăн çỹллĕ тỹпемне кармашса çĕкленме çăмăл мар пулин те Валерий Данилов Харьковри Çар академине ăнăçлă вĕренсе пĕтерет те наукăн кĕçĕн сотрудникĕнче ĕçлет. Пилĕк çултан ăна подполковник званине параççĕ. Вунă çул хушшинче вăл 40 ытла наука ĕçĕ çырать. 2003 çулта техника наукисен кандидачĕ пулать. Шутлатăн та, тĕлĕнетĕн, мĕн чухлĕ вăй-хал, ăс-тăн кирлĕ пулнă ялти чăваш ачине 44 çулта ученăй ятне тивĕçме. Вĕренỹре, ĕçре Валерий Ивановича пулăшса-хавхалантарса пыраканĕ, паллах, унăн мăшăрĕ Тамара пулчĕ. Вăл çемье ыйтăвĕсене татса парассине, ачисене пăхса ỹстерессине хăй çине илчĕ. Тверь хулинче хваттер илсен пĕр пỹлĕмĕнче пианино вырнаçтарчĕç, ачисене музыка шкулне çỹретрĕç. Асли Саша - офицер, Ирина - аслă пĕлỹллĕ провизор, Ксюша Санкт-Петербургри медицина академийĕнче иккĕмĕш курсра тухтăр профессине юратса вĕренет. Валерий Данилов пурнăç-ра ăнтăлса вĕренни, наука ĕçĕсенче пысăк çитĕнỹсем туни пире, ентешĕсене, савăнтарать. Пысăк уявсенче те, хăнасем пырсан та алла эрех, сăра тытманни сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнни çинчен калаççĕ.

Мишеркасси шкулĕн историне вăл мухтавлă вĕренекен, чăн-чăн этем пулнипе вĕренекенсемшĕн те, учительсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса кĕрсе юлчĕ. И.ВАЗЯКОВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика