02 октября 2015 г.
Юлашки икĕ çулта "Ростелеком" компани Атăлçи тăрăхĕнчи интереслĕ, халăх сахал пĕлекен, туристсене илĕртме пултаракан çĕнĕ вырăнсене тупса палăртас тесе сахал мар ĕç туса ирттерет. Нумаях пулмасть "Ростелеком" тăрăшнипе "Курман-пĕлмен Атăлçи тăрăхĕ" иккĕмĕш кĕнеке кун çути курчĕ. Унта 2014 çулта "Эпĕ кунта пултăм" регионсем хушшинчи конкурса хутшăннă чи лайăх ĕçсем кĕнĕ. Палăртма кăмăллă, асăннă кĕнекене пирĕн хаçат ĕçченĕн Альбина Замуткинан Хĕрлĕ Чутай салинчи культурăпа истори палăкĕ - Турă Хĕресне Çĕкленĕ Храм - пирки çырнă хайлавĕ (сăнỹкерчĕксемпе) те кĕнĕ. Çавна май кĕнекене кĕнĕ калав, фоторепортаж авторĕсем, вăл шутра пирĕн ĕçтеш те, сентябрĕн 25-мĕшĕнче "Ростелеком" УАО-н Шупашкарти филиалне пухăннă, вĕсене унта асăннă кĕнекене парнеленĕ. "Курман-пĕлмен Атăлçи тăрăхĕ" кĕнеке питĕ интереслĕ, содержанипе, сăнỹкерчĕксемпе пуян. Ăна уçса пăхакансем малашне Хĕрлĕ Чутайри сайра тĕл пулакан культура палăкне, истори енчен паллă вырăнсене килсе курасси иккĕлентермест. Автор Атăлçи тăрăхĕнчи нумай-нумай илемлĕ вырăнсем шутĕнче Хĕрлĕ Чутай пулни хамăр тăрăхри туризма аталантарас ĕçе витĕм кỹрессе шанать. Çавăнпа килсе куракансен шанчăкĕ ан сỹнтĕр тесен район ертỹçисен районăн Кивĕ центрне хăтлăх кỹрессипе ытларах ĕçлемелле пек туйăнать. Тепĕр енчен, аса илĕр-ха, пирĕн район экологи енчен чи тасисен шутĕнче вĕт-ха. Ку та курса çỹрекенсене хăйне май илĕртмелле... А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"