АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать

02 октября 2015 г.

Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн çĕршывра, вăл шутра Чăваш Енре те, учительсем çитменни пирки çивĕч калаçрĕç. Уйрăмах ют чĕлхе, вырăс чĕлхипе литература, истори, обществознани, физкультура, ОБЖ вĕрентекенĕсем, лого-педсем тата ытти хăшпĕр специалистсем çитменни паллă пулчĕ. Тĕпрен илсен, камăн вĕренỹ сехечĕсем сахал - çавсем çителĕк-сĕр. Çав хушăрах экспертсем пурте пĕр саслăн çирĕплетеççĕ: "Педагогика вĕренỹ заведенийĕсем специалистсене çителĕк-лех хатĕрлесе кăлараççĕ".

Сăмахран, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ кăçал федераллă бюджет шучĕпе 800 пĕрремĕш курс студентне вĕрентме хапăл тунă. Çакăн чухлĕ учительпе республикăра кадрсен выçлăхне пĕтерсе хума çитет пек. Çитменнине педуниверситет кăтартăвĕсемпе, иртнĕ çул кунтан вĕренсе тухнисен 80 проценчĕ хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçни пирки пĕлтернĕ. Справкăсем панисем тăрăх çапла, паманнисем мĕн чухлĕ пуль, кам пĕлет? - Çамрăксем шкула чун туртнипе килмеççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ икĕ-виçĕ эрне, пĕрремĕш йывăрлăхсем сиксе тухиччен çеç, тытăнса тăраççĕ, кайран çухалаççĕ, - тет районти пĕр шкулăн директорĕ. Ун шучĕпе, çамрăк педагогсене шкула илĕртес тесен, саккунпа çирĕплетсе бюджет шучĕпе вĕренсе тухнă хыççăн икĕ-виçĕ çул шкулта ĕçлемелле тумалла. Çав хушăра хăшĕсем учитель ĕçĕ килĕшнине туйса илеççĕ, чун туртăмĕ çуккисем хăйсемех каяççĕ.

Тепĕр педагогăн шучĕпе, çамрăксене хушма хавхалантарусем кирлĕ. Педагогсен шалăвне федераллă хушусемпе килĕшỹллĕн ỹстерсе пыраççĕ-ха. Анчах хальхи çамрăксемшĕн вăл сахал, çемье çавăрма та, кил-çурт лартма та, ачасене ỹстерме те çитмест. Çавăнпах аякка ĕçлеме тухса каяççĕ. Учитель ĕçĕ - питĕ йывăр ĕç, яваплă тата пысăк тỹсĕмлĕх кирлĕ. Паянхи çамрăксем вара ĕç кăтартăвне нумай кĕтме юратмаççĕ, вĕсен пĕтĕмпех хăвăрт пулмалла. - Учитель пулма чун туртăмĕ кирлĕ, - тет пĕр учрежденире менеджерта ĕçлекен хĕрарăм. Хăй вăхăтĕнче вăл филолога вĕренсе тухнă, карьерăна шкул учителĕнчен пуçланă. Шкултан вăл пĕчĕк ĕç укçишĕнех 11 çул каяллах тухнă. Ун чухне унпа пĕрле вĕреннисен 20 проценчĕ кăна шкулта юлма кăмăл тунă иккен, ыттисем Мускава вĕçтернĕ. Çапах та менеджерта ĕçлекен учитель халĕ те ачасемшĕн тунсăхланине пĕлтерчĕ. Нумаях пулмасть ăна пĕр ялти шкула ĕçе чĕннĕ - килĕшме шутлать. - Шкул хăй патнех туртать, - тет вăл.

Çав хушăра

Шкулсемшĕн кадрсен ыйтăвĕ - чи çивĕччи. Ачасене вĕрентесси, воспитани парасси чи малтанах учительсенчен килнине эпир пурте ăнланатпăр. Анчах та çулран-çул пенси çулĕсенчи педагогсен пайĕ ỹссе пырать. 2013 çулта республикăри шкулсенче пенсионерсем 14,2 процент, 2014 çулта 15,8 процент пулнă. Çамрăк специалистсен пайĕ 4-5 процент кăна. Кадрсен çитменлĕхĕ пирĕн районта та çивĕч тăрать. Учительсен вăтам çулĕ 48 çулпа танлашать. Лару-тăрăва ылмаштарма, пенсионерсем вырăнне çамрăксем килччĕр тесе министерство кăçал 2020 çул тĕлне учительсем мĕн чухлĕ кирлине пичетленĕ. Вакансисене кăтартнă _ ку хăрамалли мар, кадрсене планлани кăна.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика