АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атнарти учительсем кăмăла каймалла юрлаççĕ

02 октября 2015 г.

Вĕрентекенсем яланах хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Ачасене пĕлỹ тĕнчипе ертсе пынипе пĕрлех вĕсем алĕç тума та, чечексем ỹстерме те, ташлама-юрлама та ăста пулнине пĕлетпĕр. Мĕн астăвасса, районти пĕр пысăк культура мероприятийĕ те учительсемсĕр иртмест. Педагогсем юрлама ăста пулнине пĕлсе тăрсах пулĕ республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ учительсен хорĕсен конкурсне ирттереççĕ. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче Учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен республикăри конкурсĕн зонăри тапхăрĕ иртнĕ. Унта Улатăр, Çĕмĕрле хулисенчи, Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай районĕ-сенчи учительсен хорĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Атнар шкулĕнчи учительсен хорĕ асăннă конкурсра патриотизм темипе çыхăннă виçĕ юрă юрланă. Жюри атнарсен хорĕнче уйрăмах арçынсем асра юлмалла, илемлĕ юрланине палăртнă. Конкурса пĕтĕмлетнĕ май Атнар шкулĕнчи учительсен хорĕ "Чăваш çĕрне килсе курсамăр" юрăпа çĕнтернине палăртнă. Чăваш Республикин Вĕренỹ тата Культура министерствисем йĕркелесе ирттерекен Учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен республикăри конкурсĕн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕ ыран Шупашкарта иртĕ. Атнарсене асăннă конкурсра кăмăла каймалла юрласа çĕнтерме сунатпăр.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика