07 октября 2015 г.
Юлашки эрнесенче Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев район ертỹçисемпе умлăн-хыçлăн ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ. Михаил Васильевич пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Викторович Башкировпа та тĕл пулма вăхăт тупнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Александр Викторович Республика Пуçлăхне районта çĕнĕ ача сачĕн строительстви пыни пирки тата ăна кăçалхи декабрĕн иккĕмĕш çурринче хута ярасси çинчен пĕлтернĕ. Районти пĕтĕм соцучрежденисем хĕле хатĕррине, район больницине 35 млн. тенкĕлĕх юсаса çĕнетнине, "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн 15 çамрăк врач ĕçлеме килнине, виçĕ çул хушшинче фермер хуçалăхĕсем 19-а çитнине каланă. Михаил Игнатьев районта туризма аталантарма майсем пуррине палăртнă. "Чăн та, ку енĕпе условисем пур. 30 процент - вăрман, 60 км Сăр юханшывĕ йышăнать, - килĕшсе пĕлтернĕ Александр Башкиров. - Ку енĕпе темиçе проект та хатĕрленĕ, асăннă ĕçсене пурнăçлама инвесторсене явăçтарассишĕн ĕçлетпĕр". Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службин материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"