07 октября 2015 г.
Кунран-кун республика Правительствин çĕнĕ йышĕ йĕркеленни куç умĕнчех. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Борисович Моторина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне лартасси çинчен калакан Указа алă пуснă. Октябрĕн 1-мĕшĕнчи Указпа вăл Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи пулма çирĕплетнĕ. Хальччен Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне ертсе пынă Михаил Резникова тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçленĕ çумне Алла Салаевана Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем пулма шаннă. Хăйсене уйăрса панă тивĕçĕсене кура вĕсем министерствăсемпе влаçăн ытти органĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинчен Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хỹтлĕх министерстви йĕркеленĕ, министрĕ - Сергей Петрович Димитриев. Çапла майпа хальччен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ĕçпе тата социаллă аталану енĕпе пурнăçланă ыйтусен пĕр пайĕ çĕнĕ министерствăна куçать. Кивви Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ятлă, министрĕ - Алла Владимировна Самойлова. ЧР Чĕрчунсен тĕнчипе çыхăннă объектсене сыхлакан, тĕрĕслекен тата вĕсемпе усă курассине йĕркелекен патшалăх службине пĕтереççĕ, унăн ĕçне Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви пурнăçласа пырĕ. Октябрĕн 5-мĕшĕнчи Указпа унăн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Сергей Владимирович Павлова (унччен Чăваш Республикин Ялхуçалăх министрĕнче тăрăшнă) шаннă. ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви патшалăх комитечĕн шайĕнче юлĕ, председателĕ - Наталья Юрьевна Тимофеева, унччен министрĕн çумĕнче вăй хунă. Çавăн пекех октябрĕн 5-мĕшĕнчи Указпа Сергей Сильвестрович Шелтукова - Чăваш Республикин физ-культурăпа спорт министрне (унччен министрăн çумĕнче тăрăшнă), Сергей Геннадьевич Артамонова Чăваш Республикин ялхуçалăх министрне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин финанс министрне, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрне, Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрне, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрне, Чăваш Республикин юстици министрне, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрне те çирĕплетнĕ - вĕсем малтанхисемех. Чăваш Ен Правительствин тытăмне йĕркелес ĕç малалла пырать. А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"