07 октября 2015 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Главнокомандующийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çар ретне пирĕн республикăри 1220 çамрăк тăрĕ. Çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Сергей Козюра полковник пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем пурте медицина тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă, пурне те "çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă" тесе йышăннă. Салтак тумне тăхăнакансен пысăк пайĕ - аслă пĕлỹллĕ. Çурхи призывра вĕсем 22 процент пулнă, хальхинче - 23 процент. Ентешсенчен ытларахăшĕ хĕсмете Тĕп çар округĕнче ирттерĕ. Кăнтăр тата Хĕвелтухăç çар округĕсенче çĕршыв чиккисене те хỹтĕлĕç. Кам ăçта пуласси çар специальноçĕн категорийĕнчен килет. Чăваш йĕкĕчĕсене сывлăш-десант тата космос çарĕсенче, ятарлă пĕлтерĕшлĕ чаçсенче те кĕтеççĕ. Хăйне майлă уйрăмлăх та пур кăçалхи призывăн. Канашри пухăнмалли пунктра çамрăксене хăш çарта хĕсмете ирттерме тивнĕ тăрăх тỹрех çав тумпа тивĕçтерĕç. Кашни призывник ячĕпе банк карточки (ПЭК) хатĕрленĕ, ăна вăл Канашран çула тухиччен илĕ. Чăваш каччисем чылай çул ĕнтĕ Мускавра, Президент полкĕнче хĕсметре тăраççĕ. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче унта 10 çамрăка ăсатĕç. Пирĕн район каччисем те кĕрхи призывпа салтака кайма хатĕрленеççĕ. Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кĕçех районти 35 яш салтак атти тăхăнĕ. Вĕсенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи Кирилл Александрович Степанов - çар тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçлĕ. Кĕркуннехи призывпа район каччисем салтака октябрĕн 23-мĕшĕнчен кайма пуçлаççĕ. РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшỹллĕн, Раççей территоийĕнче пурăнакан гражданин Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тивĕç. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнакансене уголовлă явап тыттараççĕ, икĕ çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Ытти айăплавсем çапларах: 200 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ, икĕ çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттереççĕ. РФ Следстви Комитечĕн республикăри следстви управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Çар комиссариачĕн республикăри органĕсен материалĕсемпе пĕтĕмпе 2014 çулта Чăваш Енре çара каяссинчен пăрăнакансен тĕлĕшпе 22 уголовлă ĕç уçнă (2013 çулта - 25, 2012 çулта - 14, 2011 çулта - 38). Кăçалхи иртсе кайнă тапхăрта асăннă статьяпа çичĕ уголовлă ĕç уçнă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 17). Çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пăрăнакансем Шупашкар тата Канаш хулисенчен (икшер), Çĕнĕ Шупашкартан, Етĕрнерен, Елчĕк районĕнчен (пĕрер) пулнă. А.ТИМОФЕЕВА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"