09 октября 2015 г.
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене конкурс тăрăх суйланине пĕлтернĕччĕ. Палăртрăмăрччĕ: конкурс комиссийĕ йĕркеленнĕ, 8 çынтан тăрать: тăваттăшĕ - район администрацийĕн-чен, тăваттăшĕ - ял тăрăхĕнчен. Кашни ял тăрăхĕн комиссийĕн членĕсем хăйне евĕр, вĕсен председателĕ кăна пĕрре - район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Вячеславович Ямсков. Кашни çын хăйĕн кандидатурине конкурса тăратаять. Документсене ял тăрăхĕн администрацийĕнчи ятарлă комиссине октябрĕн 15-мĕшĕччен тăратмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлес туртăмлисем сахал мар, анчах та, райадминистрацинчен пĕлтернĕ тăрăх, комиссисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма заявленисем çырманпа пĕрех-ха. Палăртма пулать, Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Владимир Иванович Романов докуменчĕсене пĕрремĕш тăратнă кăна-ха.
А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"