АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕннисене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарать

09 октября 2015 г.

Елена Ивановна Инжебейкина Шулю шкулĕнче 25 çул тимлет, унăн педагогикăри ĕç стажĕ вара - 27 çул. Аслă пĕлỹллĕ, пĕрремĕш категориллĕ педагог ачасене юратнипе, хăйĕн тивĕçне тулли яваплăхпа пурнăçланипе палăрса тăрать. Шулю ялĕнче пурăнакан педагог кашни ир шкул еннелле каякан çула такăрлатать, ачасене çĕнĕ пĕлỹ пама васкать, вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрать. Ачасен пуçĕсене предметсен ытла та ăслă шухăшĕсене кĕртме çăмăл мар. Çавăнпа та малтанах вĕрентекенĕн ачара пĕлỹ илес кăмăла, тăрăшулăха тупма пĕлмелле. Çук пулсан - пулăшмалла. Кĕçĕн классемпе ĕçлекенĕн ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарнă май вĕсене пурăнма та, йывăрлăхсене çĕнтерме те вĕрентмелле-çке. Физкультура урокĕсене ертсе пынă май ачасене тăтăшах районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене илсе тухать педагог, хăй те вĕсенчен юлмасть. Паянхи кун ыйтакан йĕркепе ĕçлеме тăрăшать Елена Ивановна. Хăйĕн профессине пĕлекен, ăшă кăмăллă, ырă, çав хушăрах çирĕп ыйтакан учителе ачасем те, коллектив та хисеплет. А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика