АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпир телейлĕ" темелли кăна юлать пирĕн

14 октября 2015 г.

Ялан çапла каласчĕ пирĕн. Мĕн çинчен сăмах пырать-ши тетĕр пулĕ. Ара, çак уйăхăн пĕрремĕш шăматку- нĕнче вăйлă çил-тăвăл алхасрĕ-çке-ха. Паллах, телее, пирĕн районти хăш-пĕр çынсем çакна сисмерĕç те пулĕ. Теприсен, пỹрт е хуралтăсен çивиттине сỹсе кайнине курма та, илтме те тиврĕ. Манăн çемье те, телее, вăхăтра асăрхаса çийĕнчех çил-тăвăлпа кĕрешнине пулах мунчапа пỹрт çивиттисĕр тăрса юлмарĕ. Çил-тăвăл вăйне республикăри пур районсенче те туйнă. Уйрăмах вара Елчĕк тата Канаш районĕсенче пурăнакансем шар курнă. Уйрăм çынсен 28 хуçалăхĕ, социаллă 6 объект, нумай хваттерлĕ 5 çурт сиенленнĕ. Çавăн пекех 80 ялпа хулара электроэнерги парса тăрассине чарнă. Елчĕкри ĕçтешсем каласа панă тăрăх çакна пĕлтĕмĕр: çав кун ир-ирех вăйлă çил кашланă, пăрлă çумăр лỹшкенĕ. Вăйлă çил-тăвăлта тимĕр-тăмăр, шифер-хăма вырăнтан вырăна куçнă, йывăçсем хуçăлса аннă... Чылай çын пỹрт тăррисĕр юлнă, çỹлти хутри кирпĕчсем ишĕлнĕрен мачча та йăтăнса анни пулнă... "Августăн 7-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăллă çумăр Елчĕкри чылай ялти хуçалăхсене сиен кỹнĕччĕ, унччен те çутçанталăк кăларса тăратнă инкексем пирĕн тăрăхра пулнă-ха, анчах октябрĕн 3-мĕшĕнчи пекки сайра пулать...", - сăмахларĕç елчĕксем. Кун пеккинех курман-ха эпир, курмалла та ан пултăрччĕ. Курман тенĕрен, пĕр çул Питĕркасси ялĕнче çакна евĕр лару-тăру пулнăччĕ-ха, Фондеркинсем пỹрт тăррисĕр юлнăччĕ... Пĕлтĕр анчах пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунине пула республикăри чылай районта электроэнергипе тивĕçтерекен линисем татăлса пĕт- рĕç, çынсем темиçе кун та çутăсăр ларчĕç. Уйрăмах ун чухне Муркаш, Етĕрне районĕсем шар курнăччĕ. Çутçанталăк пăтăрмахĕ пирĕн районăн пĕр енĕпе кăна иртсе кайнăччĕ, 33 ял электричествăсăр юлнăччĕ. Çỹлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, çут-çанталăк пăтăрмахĕ кăçалхи августăн 7-мĕшĕнче те пулнăччĕ, ун чухне ел- чĕксемпе патăрьелсем ытларах шар курнăччĕ. Юлашки вăхăтра çуртсене çиçĕм лекнипе вăхăтсăр кун-çул татăлма та, пурлăх кĕлленме те пуçларĕ. Ку енĕпе кăçал районта икĕ пушар пулчĕ: пĕри - Çĕн Атикассинче, тепри - Тракушкăнь ялĕнче. Юрать-ха, пирĕн районта вилекенсем пулмарĕç, ан та пулччăр. Инкек кĕтмен çĕртен килет теççĕ. Çавăнпа та тимлĕхе, асăрханулăха нихçан та çухатмалла мар. Çавăн пекех пăтăрмахсем вăхăтĕнче лăпкăлăха упрама та пĕлмелле. Инкек таврашĕ пулсан 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика