14 октября 2015 г.
Август уйăхĕнче Енкĕлт ялĕнчи 58 çулхи ỹсĕр арçын Хĕрлĕ Чутай салинче хваттерте пурăнакан усрав амăшĕ патĕнче пулнă. Ватă амăшĕн-чен вĕлерессипе хăратса вăл 300 пин укçа тата хваттере ун çине куçарса пама ыйтнă. Амăшĕ çакна тума хирĕç пулнă. Çавăншăн ỹсĕр арçын хăйне хỹтĕлеме пултарайман ватă амăшне çапса-тапса хĕненĕ. Вăйлă хĕненĕрен 91 çулхи амăшĕн кĕлеткере аманман вырăн та юл-ман. Вĕлерсе пăрахасран хăранипе вăл кỹршĕсене пулăшма чĕннĕ. Пускилĕсем чупса çитсе хăвăртрах больницăна тата полици уйрăмне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Сăмах май, çỹлерех асăннă "паттăр" арçынна пилĕк çул каялла та амăшне хĕненĕшĕн айăпланăччĕ. 3 çул ытла вăл тĕрмере ларчĕ. Анчах та тĕрме те ăна тỹрленме пулăшман, ирĕке тухсан вăл каллех ватă амăшне хĕнесе пурăннă. Ниçта та ĕçлемен. Халĕ ун пирки тепĕр уголовлă ĕç пуçарса суда ярса патăмăр. Хальхинче РФ УК-ан 163-мĕш статйин иккĕмĕш пайĕн "в", "г" пункчĕсемпе килĕшỹллĕн ăна çичĕ çуллăха йĕплĕ пралук леш енне яма пултараççĕ.
Р.ПУДОВА, районти полици уйрăмĕн аслă следователĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"