АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти çынна выльăх çăлать

16 октября 2015 г.

Ялти çынна выльăх çăлать

Упукушкăнчи Елизавета Александровнăпа Анатолий Семенович Куличевсем ытла çамрăк мар пулин те вăйпитти çынсен шутĕнчен тухман-ха. Иккĕшĕ те 5-6 çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă. Яланах ĕçпе тăрмашнăскерсем халĕ те ĕçсĕр пĕр кун та пурăнаймаççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Паян вĕсем пĕр вăкăр, виçĕ ĕне усраççĕ, ытлашши сĕтне, кунне 20 литра яхăн, райпона сутаççĕ. Çуллахи вăхăтсенче 40 литра яхăн панă. Вĕсем ялта пуринчен малтан темиçе ĕне тытма, сĕтне патшалăха сутма пуçланă. 2009 çулта çемье 5 пуç ĕне усранă, патшалăха кунне 90 литртан кая мар сĕт сутнă. Çав çул вĕсем "Районти чи нумай сĕт паракан" ята, Чăвашпотребсоюзăн Дипломне тивĕçнĕ. Ун чух сĕт хакĕ пысăках мар пулнă пулин те, çемье кассине уйăхра 24-26 пин тенкĕ кĕнĕ. Кун пек укçана Мускава шапашкăна çỹрекен те кашнинчех илсе килеймест.

Выльăх-чĕрлĕх тытнă хушăрах Куличевсем виçĕ ача ỹстернĕ, тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Елизавета Алек-сандровна аптекăра, Упукушкăнчи участок больницинче ĕçленĕ. Анатолий Семенович вара "Маяк" хуçалăхра тăрăшнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 42 çул. Мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ, вĕсем ку вăхăт тĕлне хăйсен çемйисене çавăрма ĕлкĕрнĕ, ашшĕ-амăшне 4 мăнук парнеленĕ. Пурте тĕп хуламăрта йăва çавăрнă пулин те тăван килне килсе ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ.

Кун пек ĕçчен çынсем Упукушкăнче татах та пур. Юрий Никандрович Алексеевăн кил хуçалăхĕнче паян 5 пуç ĕне, Николай Николаевич Куличевăн, Геннадий Юрьевич Руссковăн хуçалăхĕсенче виçшер ĕне, вĕсем пурте выльăх-чĕрлĕх продукци- йĕнчен тупăш илсе малалла аталанса пурăнаççĕ. Штанаш ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенче те ялхуçалăх ĕçне тытса пыракан çемьесем йышлине палăртас килет. Ỹркенмеççĕ ку тăрăхри хресченсем.

- Упукушкăнь ялĕнче пĕтĕмпе 60 ытла кил хуçалăхĕ. Икĕ урамран 42 пуç выльăх пĕр кĕтĕве çỹрет. Выльăх шучĕ пирĕн ялта хальлĕ-хе чакни сисĕнмест-ха. Ялти çынна яланах выльăх çăлать, тăрантарать. Унсăрăн мĕнле пурăнмалла? - тет Анатолий Семенович.

Тĕрĕсех пулĕ, усă пулмасан, çемье енчĕкне тупăш кĕмесен çавăн чухлĕ выльăх усраман та пулĕч- чĕç вĕсем. Районта, ялсенче урăх производство çук чухне ял çынни çавăн пек майланса, ураланса пынине ырламалла кăна ĕнтĕ. А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика