АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем, миçен-ши эсир?

28 октября 2015 г.

2015 çул тĕлне ялта пурăнакан халăх йышĕ 486,6 пин çын е Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕм хисепĕнчен 39,3 проценчĕ пулнă, вăл шутра 239,5 пин арçын, 247,1 пин хĕрарăм. Çапла вара пин арçын пуçне 1031 хĕрарăм лекет. Ял çыннисем хушшинче ытларах - 50-54 çулхисем. 2014 çулта ялти арçынсен вăтам кун-çулĕ 62,6 çулпа, хĕрарăмсен 76,1 çулпа танлашнă. Эппин, этемлĕхĕн черчен пайĕ арçынсенчен 13,5 çул ытларах пурăнать.

Иртнĕ çул ял тăрăхĕсенче пин çын пуçне 14,2 ача çуралнă. Çакă 2013 çулхинчен 0,7 процент сахалрах. Кăçал та вăл 2,4 пункт чакнă, пин çын пуçне 12,1 ача çуралнă.

Иртнĕ çул унчченхи çулпа танлаштарсан вилекенсен шучĕ кăштах чакнă (8394 çын вилнĕ). Ял çыннисем ытларах пурнăçран чĕре тата тымар чирĕсене пула (41,9 процент) уйрăлса каяççĕ. Иккĕмĕш вырăнта - тĕрлĕ сăлтавсем: çул-йĕр аварийĕсем, инкексем тата ытти те. Çак сăлтавсене пулах иртнĕ çул 16,2 процент çын вăхăтсăр леш тĕнчене кайнă. Виççĕмĕш вырăнта - усал шыçăсем, çак чире пула 8,5 процент ял çынни ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Мăшăрланакансемпе уйрăлакансен кăçалхи статистики вара çакна кăтартса парать.

Çемье çавăракансем 10,5 процент, уйрăлакансем 22,5 процент чакнă.

Ялтан аякка тухса каякансем нумайланнă, ытларах 18 çултан пуçласа 35 çулчченхи çамрăксем тăван тăрăхран урăх çĕре кайса вырнаçаççĕ. Çакă республикăри демографи лару-тăрăвне пысăк витĕм кỹрет, паллах. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пĕрисем вĕренме каяççĕ, теприсем квалификаци хăпартма, службăра ỹсме, виççĕмĕшсем - ялта ĕçлесе пурăнма тивĕçлĕ условисем çуккипе. Нумай çамрăкшăн вăхăтлăха тухса кайни яланлăхах пулса тухать. Мĕншĕн тесен çамрăксем яллă вырăнта ăнăçлă малашлăх курмаççĕ. Яш-кĕрĕм хулара юлнине кура ял халăхĕ чакса, унпа пĕрлех ĕç ресурсĕсен пахалăхĕ те япăхланса пырать. 2014 çулта республика тулашне харпăр хăй сăлтавĕпе - 42,4 процент, ĕç тупас тĕллевпе - 17,9 процент, вĕренме 10,7 процент çамрăк тухса кайнă. Тĕпрен илсен, пурте тенĕ пекех Мускава, Санкт-Петербурга, Мускав, Ленинград, Чулхула облаçĕсене, Тутар Республикине çул тытаççĕ. Иртнĕ çул кăна ялсенчен 20019 çын тухса кайнă, республикăна килекенсем вара пĕтĕмпе те 14260 çын кăна пулнă.

Чăвашстат ял çыннисем мĕн ĕçлесе пурăннине те тишкерсе тăрать, специалистсем ĕçлев шайне тĕрĕслес тесе кашни уйăхра 15-72 çулхи çынсемпе ыйтăм ирттереççĕ. Тĕпчев кăтартса панă тăрăх, иртнĕ çул ял тăрăхĕсенчи экономика енчен активлă, ĕçлекен çынсем 270,4 пин шутланнă, вĕсенчен 258,5 пинĕшĕ тупăшлă ĕçленĕ тата 11,9 пинĕшĕ ĕçсĕр шутланнă. Сăмах май, республикăри пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 5 процентпа танлашнă (ялсенче - 4,4 процент, хуласенче - 5,3 процент). 2013 çулпа танлаштарсан виçĕ позицире те лайăх улшăнусем палăрнă: ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăра - 0,7 процент, хулара - 0,9 процент, ялта 0,5 процент чакнă. Çĕршыври ял çыннисен пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 2014 çулта 7,9 процент, Атлăçи федераци округĕнче 5,8 процент пулнă.

Тĕпрен илсен ял çыннисенчен ытларахăшĕ ялхуçалăхĕнче вăй хурать. Вĕсенчен çуррийĕ уйрăм хушма хуçалăхра тăрăшать, ялхуçалăх продукцине туса илет, сутать, ылмаштарать. 20 процента яхăн чăваш республика тулашĕнче ĕçлет, уйрăмах Мускав тата Мускав облаçĕнче стройкăра вăй хурать.

Чăвашстат материалĕсем тăрăх А.ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика