АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хыпарĕсем

28 октября 2015 г.

Иртнĕ эрнере

- "Асамлă чаршав" фестивале хутшăнса Штанаш, Хусанушкăнь, Кив Атикасси, Ачкасси ял тăрăхĕ-сенчи артистсем хăйсен спектаклĕ-семпе сцена çине тухнă.

- "Хыпар" хаçат парнине çĕнсе илессишĕн Куславккара иртнĕ халăх-сем хушшинчи турнира хутшăнса Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Владимир Петрович Ульянов ветерансем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе 2-мĕш вырăн йышăннă.

- Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри ăмăртура хăйсен виçисемпе Никита Ульянов 2-мĕш вырăн йышăннă, Андрей Терентьев - 3-мĕш вырăн.

- Районта мини-футбол сезонĕ уçăлнă, 4 команда хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, "Нива" командăна (командирĕ - В.Мурайкин) çитекенни пулман.

- Иртнĕ эрнере районти шалти ĕçсен уйрăмне 48 ăын тĕрлĕ ыйтупа тухнă.

Çак эрнере

- Тунтикун район администра-цийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрремĕш канашлăвĕ иртрĕ.

- "Асамлă чаршав" фестиваль малалла тăсăлать. Мăнэтменсем сцена çине тунтикун, октябрĕн 26- мĕшĕнче тухрĕç, хĕрлĕчутайсем - ĕнер, октябрĕн 27-мĕшĕнче. Атнарсем ыран, октябрĕн 29- мĕшĕнче, спектакль лартса па-рĕç, районти Культура çурчĕ - октябрĕн 30-мĕшĕнче. Фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ вара ноябрĕн 2-мĕшĕнче пулĕ.

- Октябрĕн 28-мĕшĕнче тĕп хуламăрти Чăваш наци библиотекинче 14 сехетре пирĕн ентеш, Шупашкарта пурăнакан Петр Васильевич Ивантаев, хăйĕн "Возвращение к истокам" кĕнекин презентацине ирттерет. Унта район делегацийĕ те хутшăнĕ.

- Октябрĕн 29-мĕшĕнче районти аслă классенче вĕренекенсем ГТО нормисене парĕç. - Октябрĕн 30-мĕшĕнче тĕп хуламăрта Ялхуçалăх ĕçченĕн кунĕ иртет. Уява пирĕн районтан 122 çын хутшăнать. Районта вара Ялхуçалăх ĕçченĕн кунне ноябрĕн 3-мĕшĕнче паллă тăвĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика