28 октября 2015 г.
Октябрĕн 15-мĕшĕнче, ирхине, Туктамăш ялĕнче 43 çулхи арçыннăн виллине тупнă. Унăн пуçĕ, мăйĕ тата ытти пайсем аманни ăна криминаллă майпа вĕлернине çирĕплетнĕ. Çак факт пирки Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ РФ УК-ан 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарчĕ. Çынна вĕлерекене çийĕнчех тупма май килчĕ. Вăл - 31 çулхи ниçта та ĕçлемен арçын. Октябрĕн 14-мĕшĕнче каçхине айăпланакан, ỹсĕрскер, Туктамăшри 43 çулхи арçын патĕнче пулнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, вĕсем тимĕр-тăмăр укçине, 300 тенкĕне, пайлайман. Эрех ĕçнĕ хыççăн çавăн пирки хирĕçсе кайнă, 31-ри арçын теприне пуленккепе пуçĕнчен çапнă, икĕ хут мăй тĕлĕнчен, пуçран çĕçĕпе чикнĕ. Йывăр сурансене пула 43-ри арçын вырăнтах вилсе кайнă. Вĕлерекенни вара преступлени тунă вырăнтан хăвăртрах тухса тарнă. Хальхи вăхăтра пулса иртнине тĕпчес ĕç малалла пырать. Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"