30 октября 2015 г.
Çанталăк сивĕтсе пынă май шăнса пăсăлнипе пулакан чирсем сарăлаççĕ. Çавăнпа иммунитета çирĕплетесси пирки паянах шутламалла, грипп çитессе тăхтамалла мар. Чир сарăлса кайсан тин профилактика тума тытăнсан кая юлăпăр. Çакăн çинчен каласа пама эпир Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тухтăрне Лариса Агеевана ыйтрăмăр.
- Лариса Валерьевна, каласа парăр-ха тархасшăн, мĕн вăл иммунитет, мĕнрен хỹтĕ-лет вăл пире?
- Этемĕн иммун тытăмĕ организма тулаш енчи хăрушлăхсенчен - организма сывлăшпа, апатпа тата ỹт урлă кĕрекен бактерисенчен, вируссенчен, паразитсенчен, токсинсенчен - сыхлать. Унсăр пуçне иммун тытăмĕ организма шалти хăрушлăхран та хỹтĕлет. Сăмахран, рак клеткисенчен, холестерин, ирĕклĕ радикалсем пухăнса кайнинчен тата ыттисенчен те сыхлать.
- Мĕншĕн иммунитета çирĕплетмелле?
- Шел пулин те, эпир хамăрах хамăр иммунитет валли "шăтăк чаватпăр". Тавралăх тасамарри, сывлăшра, апатра, шывра инсек-тицидсем, гербицидсем, радионуклидсем пурри, электромагнит çуттисем - пурте иммун тытăмне сиен кỹреççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсемпе çак тулашри хăрушлăхсем хальхи саманари çын сывлăхне 10-12 процент çеç витĕм кỹреççĕ-мĕн. Пурнăç йĕркинчен вара сывлăх шайĕ 50 процент таранах килет. Кунта ĕнтĕ тĕрĕс мар апатланни, хамăр пĕлнĕ пек эмелсем ĕçни, стрессем, усал йăласем кĕреççĕ. Апла пулсан, чирпе кĕрешме больницăран мар, килтен пуçламалла. Профилактика çынна дицсиплинăна пăхăнма тата яваплăрах пулма хистет пулин те, çапла тусан çеç чиртен сыхланасси кăтартуллăрах пулать тата йỹнĕрех ларать.
- Иммунитета мĕнле çирĕплетмелле?
- Чи малтанах - тĕрĕс апатланмалла. Иммунитета тăтăшах пĕрешкел, çуллă тата йывăр ирĕлекен апатсем çисе пурăнни хавшатать. Ытлашши çисен те усăллă япаласем организмра сахал юлаççĕ, сиенлисем вара ытларах пулаççĕ. Кĕркуннехи вăхăтра кирек мĕнле диета йышши программăсенчен те пăрăнмалла, çак тапхăрта апатсен килĕшĕвĕ рационаллă пулма тивĕç.
- Иммунитетăн "чи лайăх тусĕсĕсем" пирки каласа парсамăрччĕ.
- Пĕрремĕш ретре шыв тăрать. Тăтăшах таса шыв çителĕклĕ ĕçни организмшăн питĕ усăллă. Кунне çыннăн 1,5-2 литр шыв ĕçмелле. Вара хырăмра апат та лайăх ирĕлĕ, пĕтĕм организм та аван ĕçлĕ.
Иккĕмĕш вырăнта - сĕт-турăх продукчĕ. Тĕпчевсем кăтартса панă тăрăх, кунне 150 грамм турăх ĕçни шăнса пăсăлассинчен, вар-хырăм, ỹт-тир чирĕсемпе аптăрассине чакарать.
Виççĕмĕшĕ - ыхра. Ку иммунитета çирĕплетекен чи вăйлă продукт. Вăл питĕ нумай вируса пĕтерет, ракран асăрхаттарать. Ыхрари инулинпа аллицин пĕрлешĕвĕ бактерисен тĕрлĕ тĕсĕсемпе, туберкулезпа, дифтерипе, тифпа тата вар-хырăм паразичĕсемпе тухăçлă кĕрешет. Çыннăн кунне ыхран пĕр шăлне те пулин çиме тăрăшмалла.
Иммунитета çирĕплетекен апатсен списокĕнче малалла улма-çырла тата пахчаçимĕç тăраççĕ. Вĕсем витаминсемпе, минераллă тăварсемпе, эфирлă çусемпе, углеводсемпе, клетчаткăпа пуян. Сăмахран, çырласенче хĕрлĕ, сарă, кăвак, хура тĕс паракан пигментсем хăватлă, сывлăхшăн усăллă антиоксидантсем шутланаççĕ. Антиоксидантсемпе пуян апат-çимĕç чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен тата ракран сыхланма пулăшать текен шухăш та пур.
Çав вăхăтрах тарăн шывра пурăнакан тинĕс пуллисем çинчен те манмалла мар. Тĕслĕхрен, семга е тунец (скумбри йышши тинĕс пулли). Вĕсенчи çу йỹçекĕсем тымарсене холестеринран тасатаççĕ. Анчах пулла пăс çинче е шывра пĕçермелле.
Аша е пулла кашни кун çимелле, пăрçа йышшисене вара эрнере 1-2 хут кăна.
Мăйăрпа хĕвĕлçаврăнăш, кавăн вăррисем те пĕлтерĕшлĕ. Пыл пирки те манмалла мар. Вăл сĕм авалтанах тĕнчери чи усăллă апат шутланать.
- Апла пулсан, пур апат та иммунитета çирĕплетекен шутланать-и?
- Паллах. Кунта апат-çимĕç "çỹп-çапĕ" - фаст-фуд, консервăсем, тĕрлĕ сăрăсем, тутăсем, консервантсем хушнисем кĕмеççĕ. Кĕскен каласан, сывă та тулли апатлану çирĕп иммунитет çăлкуçĕ пулса тăрать.
- Апатсăр пуçне иммунитета мĕнле çирĕплетме май пур?
- Физкультура енчен активлă пулни, кĕлеткене пиçĕхтерни те инфекцисемпе кĕрешме май парать.
Тепĕр интереслĕ япала: тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, юлташĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрмаях тачă çыхăну тытакан, ĕçтешĕсемпе хирĕçмен çынсен иммунитет çирĕпрех иккен. Апла-тăк çынсемпе ытларах калаçма, хутшăнма тăрăшмалла, стреслă лару-тăрăва çакланассинчен пăрăнмалла.
Юлашкинчен - усал йăласемпе кĕрешмелле! Пирус туртни, эрех ĕçни, самăрăлса кайни, çирĕп диетăсене пăхăнни иммунитета сиен кăна кỹрет. Вĕсемпе кĕрешесси йăлтах хамăртан килет.
А.ЗАМУТКИНА калаçнă.