30 октября 2015 г.
Октябрь уйăхĕн варринче республикăна 260 пин доза гриппа кĕрешмелли вакцина килнĕ. Ку çĕнĕ йышши Совигрипп вакцинăна хамăр çĕршыврах аслă çулсенчи çынсем валли туса кăларнă. Унра В типлă пĕр тата А типлă икĕ штамсем пур, вăл шутра сысна грипĕ те. Çавăнпа тухтăрсем çак вакцина хăватлă та шанчăклă тесе шантараççĕ.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина пĕлтернĕ тăрăх, çак вакцинăпа республикăри халăхăн 30 процентне прививка тумалла. Малтанласа палăртнă тăрăх, грипп эпидемийĕ ноябрь çур-ринче пуçланмалла, январь çурринче самай вăйлă тапхăрĕ пулмалла.
Тухтăрсем грипп эпидемийĕнчен хăтăлма май пуррине палăртаççĕ. Ачасене, шкула çỹрекенсене, студентсене тата аслисене прививка тумалла. Çакă инфекцирен хỹтĕленмелли чи лайăх мел шутланать. Ăна мĕн чухлĕ ытларах çын тутарать, çавăн чухлĕ лайăхрах. Иртнĕ çултан ача кĕтекен хĕрарăмсене тата шала кайнă чирсемпе аптăракан, 60 çултан иртнĕ çынсене грипран тỹлевсĕр прививка тума тытăнчĕç.
Прививкăна кирек кам та тутарма пултарать. Терапевт патне çеç каймалла. Чылай организацире директорсем ĕçченĕсене прививка тутармашкăн май туса параççĕ.
Пирĕн районта та халăха грипран вакцинацилес ĕç малалла пырать. Октябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне 1102 ачана, вăл шутра 900 шкулта вĕренекене, 4-7 çулхи 202 ачана прививка тунă. Аслă çулсенчи çынсене октябрĕн 20-мĕшĕнчен прививка тума пуçланă, çакна валли "Гриппол" вакцинăн 3100 дозине илсе килнĕ. Ку таранччен виçĕ пин ытла çынна вакцинациленĕ те ĕнтĕ. Грипран прививка тутарма кăмăл пуррисене райбольница поликлиникин инфекци пỹлĕмĕнче кĕтеççĕ.