30 октября 2015 г.
Пирĕн районта туберкулез енĕпе лару-тăру çивĕч тăрать, чирлекенсен шучĕ ỹсни палăрать. Хальччен район больницинче ятарлă фтизиатр та пулман темелле - туберкулезпа чирлисене тепĕр ĕçпе тимлекен тухтăр сăнаса тăнă. Кăçалхи август уйăхĕнчен пуçласа вара райбольницăра Анна Владимирова фтизиатр ĕçлет. Çамрăк тухтăр района "Земство врачĕ" ятарлă программăпа килĕшỹллĕн килнĕ. Анна Вячеславовна 2014 çулта Чăваш патшалăх университечĕн медицина уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Кăçал вара фтизиатри енĕпе интернатура пĕтернĕ.
Туберкулезпа чирлисемпе ятарласа ĕçлекен специалист пулнăран районта çак амакпа нушаланакансен шучĕ чакас шанăç çуралать. Паллах, нимĕнле тухтăр та кашни çын патне çитеймест. Анчах та туберкулезпа чирлес мар тесен мĕн тумалли пирки сĕнỹ-канашпа пулăшаять. "Чи малтанах пурин те çулталăкра пĕрре флюорографи витĕр тухмалла. Теветкеллĕх ушкăнĕнче тăракансен вара - çемьере туберкулезпа чирлекен пуррисен, тăтăшах эрех ĕçекенсен, ытти чирпе чирлекенсен - çулталăкра икĕ хутчен. Харпăр хăй сывлăхне пурин те пысăк тимлĕх уйăрмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла", - тет çамрăк специалист.
Анна Вячеславовна пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районти 32 çын ун патĕнче туберкулезран сывалать, вĕсем хушшинче ачасем çук. Чирлисене йышăнма тухтăра Римма Миронова медсестра пулăшать. Римма Федоровна - опытлă специалист, унăн медицинăри ĕç стажĕ - 35 çул ытла.
Палăртмалла, Анна Владимирова пирĕн пата Муркаш районĕнчен килнĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача ỹстереççĕ. Района ятарлă программăпа килнĕскере хваттерпе тивĕçтернĕ. Çамрăк специалист хăйĕн тĕп тивĕçне - çынсене сыватас ĕçе - кăмăлпах пурнăçлас тĕллевлĕ.
Алина КАРПОВА.